Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвалид çынна — тимлĕх

Инвалид çынна — тимлĕх

Сывлăх тĕлĕшпе илсен хавшак çынсен шутне кĕртетпĕр пулин те, вĕсенчен чылайăшĕ хăй хевти çитнĕ таран ĕç вырăнне йышăнма, саккунпа килĕшỹллĕн палăртакан социаллă хỹтлĕхпе усă курма ĕмĕтленет.

Саккунпа килĕшỹллĕн инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли квотăна пăхăнма тивĕçлĕ предприятири ĕç параканăн, енчен те çакăн пек май пулмасан, инвалид çын валли ĕç вырăнне ытти организацирен арендăна илмелле. Çак ыйтупа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти уйрăмĕн специалисчĕсем ĕç паракансене тăтăш аса илтереççĕ. Сăмах май каласан, Чăваш Республикинче списокпа килĕшỹллĕн 100 çын ытларах ĕçлекен организацисенче инвалида ĕçе илмелли квота 3 процент, 35-рен пуçласа 100 çын таран ĕç коллективĕсенче 2 процент чухлĕ шутланать.

Сусăр граждансем ытти правасемпе туллин усă курма тивĕçлĕ. Вĕсенчен пĕри вăл — хăйсен çурчĕ çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕнче капиталлă мар гараж тăвас е ăна автомобиль лартас тĕллевпе усă курма ирĕк пурри. Е тата: куçса çỹрес енĕпе йывăрлăхсем пур çынсем патшалăх е муниципалитет çĕрĕ çинче хăйсене ятăн паракан парковка тума çăмăллатнă йĕркепе çĕр лаптăкĕ илме пултараççĕ.

Федерацин сусăрсене социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтересси çинчен калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн, автомобиль парковкисенче 10 процентран кая мар лаптăка инвалидсен машинисем валли уйăрмалла. Çав шутрах — социаллă, инженери тата транспорт инфратытăмĕн объекчĕсен умĕнче те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code