Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăйсем тĕллĕн ĕçлеме

Хăйсем тĕллĕн ĕçлеме

Ял территорийĕсенче пурăнакан уйрăм çынсене килти хушма хуçалăхне аталантарма, ку чухне пулакан тупăшран налук тỹлекен çынсене субсиди тỹлеме кăçал республика бюджетĕнчен 5,8 миллион тенкĕ укçа уйăрса панă.

«Самозанятость» программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланакан çак ĕçе хальхи вăхăтра республикипех анлăн йĕркелесе пыраççĕ. Октябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне пирĕн районти Лаш Таяпа, Тăрăм, Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенчи хăйсем тĕллĕн ĕçлес кăмăллă çынсем 16 заявлени çырнă, хальлĕхе 12-шне майлă татса панă.

Килти хушма хуçалăха аталантарма çын пĕр вăхăтрах темиçе субсиди илме пултарать. Анчах республика шайĕнчи пулăшу çулталăкра пĕр çын пуçне 500 пин тенкĕрен ытла пулманнине пĕлсе тăмалла.

ШУХĂШ

Алексей ВОРОНЦОВ, Патреккел ялĕ:

— Малтанхи вăхăтран тытăнсах килти хуçалăхра сăвăнакан 2 ĕне усратпăр. Патшалăхран çакăн пек пулăшу кỹни (ĕне туянма, вĕсене тытса тăма) укçа-тенкĕ уйăрни нихăçан та пулман. Субсиди укçипе усă курса халĕ тепĕр ĕне туянтăмăр. Çемьепе ларса шутланă хыççăн эпир те ĕне туянма анчах мар, вĕсене тытса тăрассишĕн те заявлени çыртăмăр. Каламалли те çук, пуриншĕн те пысăк пулăшу çакă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code