Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Хĕле хатĕрленсе

Кивĕ Эйпеçĕнчи культура ĕçченĕсем «Çунана çулла, урапана хĕлле хатĕрле» ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшне тĕпе хурса юсав ĕçĕсене пикеннĕ.

Кивĕ газ хуранĕн хевти пулманран, тăтăшах пăсăлнăран клубра хĕллехи вăхăтра сивĕпе нушаланнине пытармаççĕ кунта. Газ хуранне халĕ çĕннипе улăштарасшăн. Çула май кăмрăкпа хутса тăнă кăмакана та салатаççĕ. Ниме ĕçĕнче ял çыннисем те хастар.

Çар ретне тăнă

Çĕнĕ Пăва çамрăкĕсене — Денис Крысовпа Зинон Семенова нумаях пулмасть Раççей çарĕн ретне ăсатнă.

Çавна май культура çуртĕнче пулас салтаксемпе сыв пуллашу каçĕ йĕркеленĕ, вĕсен тавçăрулăхĕпе пултарулăхне палăртас тĕллевпе тĕрлĕ вăйă-конкурс ирттернĕ. Çывăх тăванĕсемпе тус-юлташĕсем çĕршыв хỹтĕлевçин ятне çỹлте тытма ырă суннă.

Пĕр вăхăталлах Кĕçĕн Таяпари Александр Тремзин, Патреккелĕнчи Вадим Сироткин та салтак аттине тăхăнĕç.

Роман — парăнман

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕн программипе килĕшỹллĕн Шупашкарта «Кĕрешỹ» ăмăртăвĕ иртнĕ.

Тăватă виçе категорийĕнче пĕтĕмпе 20 ытла спортсмен тупăшнă. 70 килограма çитичченхи виçере, палăртма кăмăллă, 1-мĕш вырăна Аслă Шăхаль каччи Роман Иванов (пĕрремĕш тренерĕ — Сергей Александров) йышăннă. Шупашкарти политехника институчĕн студенчĕ кăçал округри Акатуйра та çĕнтернĕччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code