Çăкăр çитĕнтерекенĕн ĕçри ăнăçлăхĕ ытларах çанталăк условийĕнчен килнине кăçалхи лару-тăру тепĕр хутчен уççăнах çирĕплетсе пачĕ. Пурте пĕлетпĕр, хальхи вăхăтра нумай регион çак пысăк йывăрлăхпа тĕл пулнă: уй-хирсем шыв айне путнăран мĕн тери тухăçлă çитĕннĕ тыр-пула та кĕлетсене пухса кĕртеймеççĕ.
Чăваш Республикинчи, округри уй-хирсенчи лару-тăру та çăмăл мар. Асăрхаса пынă тăрăх, юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра тыр-пул çитĕнтерме тата ăна пухса кĕртме япăх мар условисем пулчĕç. Хальхинче йывăрлăхсемпе тĕл пуласси çинчен кам шутлама пултарнă? Ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи пысăк лаптăкра (кăçал — 23356 гектар) çитĕнтерессине йăлана кĕртнĕ, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе килĕшỹ çирĕплетнине те çулсерен тивĕçлипе тỹрре кăларса пынă (пĕтĕмпе туса илнĕ тыр-пулăн 10 проценчĕ Елчĕк округĕн тỹпи) ял хуçалăх организацийĕсем пысăк йывăрлăх умне тухса тăчĕç.
Кăçал вырма июлĕн 11-мĕшĕнче пуçланнă. Çанталăк условийĕ тухăçлă ĕçлеме май панă пулсан, хальччен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тыр-пул пухса кĕртесси çинчен манса кайнăччĕ ĕнтĕ. Вăраха кайнă çумăра, çак сăлтава пула уй-хирсене техника пырса кĕрейменнине пула тыр-пул пухса кĕртес ĕç кунран-кун тăсăлса пырать. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн оперативлă кăтартăвĕсене тишкерес пулсан, августăн 28-мĕшĕ тĕлне илсен те пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 62,5 процентне анчах пухса кĕртейни паллă.
Çĕр-аннемĕр вара хăйĕн ырлăх-пурлăхне хĕрхенмест — тыр-пул кăçал та тухăçлă çитĕннĕ. Кашни гектар пуçне шутласан вăл 42,9 центнерпа танлашать. Анчах ăна епле майпа çухатусăр алла илмелле? Пулса çитнĕ пĕрчĕ вара кашни кун çĕре тăкăнать. Пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ те сахалах мар.
Çанталăк кĕр енне кайни сисĕнет. Çĕрле сывлăм та нумай ỹкет. Малашне çанталăк йĕркеленсе кайсан та тыр-пула çухатусăр алла илме пулмасси паллах. Мĕншĕн тесен тăпрара нỹрĕк çителĕклех пулнăран анасенчен пухса кĕртме ĕлкĕреймен культурăсем шăтма тытăнас хăрушлăх ỹсет. Шăтса кайнă тырă, пĕлетпĕр, патшалăха сутма та, вăрлăх тума та, çăкăр пĕçерме те юрăхсăр…
Светлана АНАТОЛЬЕВА.

