Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вăхăтра асăрхани пĕлтерĕшлĕ

Вăхăтра асăрхани пĕлтерĕшлĕ

Хальхи вăхăтра усал шыçăсен чирĕ, Раççейри пекех, Чăваш Енре те хăйĕн çивĕчлĕхне çухатмасть. Çавăнпах çак амакпа кĕрешесси сывлăха сыхлас ĕçĕн çывăх çулсенчи тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Раççей Федерацийĕнче паян 3,5 миллиона яхăн çын шыçă чирĕсемпе нушаланать, çулсерен 600 пине яхăн çын унпа чирлет. Пĕлтĕр пирĕн республикăра 4185 çын çак усал шыçăпа чирленине регистрациленĕ. 2018 çул пуçламăшĕ тĕлне 27464 çын, республикăра пурăнакансен 2,2 проценчĕ, «усал шыçă» диагнозпа диспансер учетĕнче тăрать. Çапах та калас пулать, шыçă чирĕпе чирлекенсен шайĕ, Раççей, Атăлçи округĕпе танлаштарсан, пĕчĕкрех. Лару-тăру çивĕч тăнине пула çак чир çине патшалăх влаçĕ те пысăк тимлĕх уйăрать.

Усал шыçăсем ытларах ÿпкере, хырăмлăхра, пыршăра, кăкăрта, ÿт çинче тĕл пулаççĕ. Çын сывлăхĕ тĕрлĕ фактортан килет: йăхран та, тăван тавралăхран та, сиенлĕ йăласенчен те, мĕнле апатланнинчен те, сывă пурнăç йĕркине пăхăнманнинчен те. Вĕсемех шыçăсене ÿсме майсем туса параççĕ те.

Пирус туртни ÿпке, çăвар хăвăлĕ, карланкă, тип пыр, апат пырĕ, хырăм ай парĕ, вар ракне пуçарма пулăшать. Çавăн пекех тĕрлĕ инфекци, калăпăр, папиллома, В тата С гепатит вирусĕсем амалăх, пĕвер ракĕсене яма пултараççĕ. Сахал хускални, мăнтăрланни, алкогольпе туслă пулни, тĕрĕс мар апатланни, ультрафиолет пайăркисемпе ытларах усă курни – хăрушă чирĕн сăлтавĕсем.


«Эпир онкологи чирĕсемпе çыхăннă вилеслĕх кăтартăвĕсене чакарасси çине те тимлĕн пăхатпăр. Республикăра пурăнакансен онкологи пулăшăвне памалли кластер модельне йĕркелессипе, онкологи службин кулленхи ĕç-хĕлне малта пыракан медицина технологийĕсене ĕçе кĕртессипе çыхăннă ĕçсем малалла тăсăласси пирки иккĕленÿ пулмалла мар.

Кăçалтан пуçласа онкологи енĕпе пулăшу паракан амбулатори центрĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Çакă онкологи чирĕсемпе чирлекенсене васкавлăн сиплеме тытăнмашкăн май парать.

6 çул хушшинче «Сывлăха сыхлас ĕç» наци проектне пурнăçланă шайра Республикăри онкологи диспансерне пысăк технологиллĕ медицина оборудованийĕпе туллин тивĕçтермелле. Çак тĕллев валли 1 миллиард ытла укçа-тенкĕ яма палăртнă».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыруран.


Онкологинче чире вăхăтра тупса палăртни тата вăхăтлă сиплени тĕп шанăç пулса тăрать. Çавăнпа та кирек мĕнле шыçăна асăрхасанах медицина пулăшăвĕ илме васкамалла. Кая юлсан каю шăтма пултарать тенине самантлăха та манмалла мар.

Республикăри медицина учрежденийĕсенче диагностика службисен пурлăхпа техника бази хальхи стандартсене тивĕçтереççĕ. Диагностикăра рентген, ультрасасă, радиоизотоп тата ытти тĕпчевсем тăваççĕ, вĕсем шыçăсене малтанхи тапхăртах тупса палăртаççĕ. Акă, иртнĕ çул диспансеризаци тĕрĕслевĕнче кăна 433 пациента шыçă диагнозĕ лартнă.

Республикăри онкологи диспансерĕ пысăк профессиллĕ кадрсемпе пуян. Усал шыçăсене ытларах хирурги мелĕпе сиплетпĕр. Çавăн пекех эмелсемпе /химитерапи, гормонотерапи/, пайăр терапийĕпе анлă усă куратпăр. Чир тĕрлĕ пациентăн тĕрлĕрен, çавăнпа тĕрлĕ мелсемпе усă курма тăрăшатпăр. Сывату ĕçĕнче опытлă онколог хирургсем, химиотерапевтсем, радиотерапевтсем пысăк тÿпе хываççĕ.

2018 çулта регионти онкодиспансер чире маларах палăртакан хальхи йышши оборудованисемпе пуянланчĕ. Çавна май йывăр операцисем тăватпăр. Вĕсен шутне çулсеренех ÿстерсех пыратпăр.

Онкологи чирĕсене хирĕç кĕрешесси халăхпа сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ пĕрле тăрăшмасăр пулмастех. Çавăнпа та çыннăн хăйĕн сывлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, профилактика ĕçĕсене пурнăçламалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Енчен те чир çакланчĕ пулсан йывăрлăхсене парăнтарса сываласси çинчен кăна шутламалла. Онкологи чирĕ – чирленĕ çынна кăна мар, унăн çывăх çыннисене те «çапса» хуçать. Чире маларах асăрхани, вăхăтра сыватма тăрăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

С.АГАФОНКИН,
республикăри клиника онкологи диспансерĕн хирурги уйрăмĕн заведующийĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code