Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх хисепне тивĕçнĕ çын

Халăх хисепне тивĕçнĕ çын

Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ÿснĕ Григорий Григорьевич Шадриковăн ячĕ-сумĕ пысăк. «Хисеп Палли» орденĕн кавалерĕ çуралнăранпа кăçалхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Çавна май унăн пархатарлă та сумлă ĕçĕсем çинчен аса илмеллех тесе шутлатпăр.

Вăл 1919 çулта çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан, 1934-1938 çулсенче колхозра ĕçленĕ. 1939 çулта механизаци шкулне вĕренме кайса кĕнĕ, ун хыççăн каллех тăван колхоза таврăннă – механизаторта вăй хума тытăннă.

Вăрçă пуçлансан фронта тухса кайнă. Григорий Григорьевич Брест крепоçне тăшманран хÿтĕлеме хутшăннă. Унта çав тери хаяр та хăрушă çапăçусем пынă. Совет салтакĕсем тăшмана хирĕç юлашки юн тумламĕччен кĕрешнĕ пулин те нимĕçсем крепоçа тытса илнĕ-илнех, юлашки юлнă салтаксене тыткăна илнĕ. Çав ушкăнра Григорий Шадриков та пулнă. Вăл концлагерь нушисене курнă пулин те сывă юлнă.

Вăрçă чарăнсан яла таврăннă. 1946-1949 çулсенче колхозра бригадир, ферма заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Каярахпа ăна Елчĕке – ĕçтăвкома шофера ĕçе илнĕ. Унта вăл 10 çул вăй хунă. 1959 çулта Григорий Шадрикова «Смычка» колхоз председателĕ пулма суйласа лартнă. Çак ĕçре вăл 1974 çулччен тăрăшнă. Çав çулсенче «Смычка» колхоз вăйлă аталанса кайнă. Тыр-пул туса илессипе районта малти вырăнсене йышăннă. Ял инфраструктури лайăхланнă. Шыв пăрăхĕсем хывнă, 4 шыв башни лартнă. Пăрăхсене хывса пĕтериччен те халăха шывсăр нушалантарман. Кашни кас валли тараса чавтарттарнă, вĕсене те тĕплĕ – бетон çаврашкасем ярса тунă. Яла электричество çитнĕ. Çĕнĕ культура çурчĕ, икĕ хутлă шкул çĕкленсе ларнă, фермăсем тунă. Ялти шыв çуракан вар пуçĕсене те Григорий Шадриков председательте ĕçленĕ вăхăтрах бетон ярса çирĕплетнĕ, шыв юххисем тунă. Арман касси, Майра касси кĕперне те çав вăхăтра тунă. Ялта шурă çăнăх авăртакан пысăк арман туса лартнă. Çак ĕçсене пурне те колхоз укçи-тенкипе пурнăçлама вăй çитернĕ.

Каярахпа колхозсене пĕрлештерчĕç. Пирĕн тăрăхри «Смычка», «Восток» хуçалăхсем Чкалов ячĕпе хисепленекен колхозпа чăмăртанчĕç. Ун хыççăн Григорий Шадриков председатель заместителĕ, тата каярахпа ял совет председателĕ те пулса ĕçлерĕ, халăхшăн тăрăшса ят-сума тивĕçрĕ.

Вăрçăран таврăнсан çемье çавăрнă, 4 ача çуратса ÿстернĕ. Таня хĕрĕ çамрăкла сарăмсăр вилни ашшĕ-амăшĕн чун-чĕрине йывăр амантрĕ, çавăнпа та пулĕ вĕсем ватăлса çитиччен пурăнаймарĕç. Хăйсемпе пурăннă ывăлĕпе кинĕ вара ялти сумлă çынсем, хуçалăхне çирĕп тытса пыраççĕ, ашшĕ-амăшĕн ятне ямаççĕ. Григорий Шадриков йăхĕ малалла тăсăлать.

О.МИРОНОВА,
Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code