Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Президент пулас текенсем саккăрăн юлнă

Президент пулас текенсем саккăрăн юлнă

Январĕн 31-мĕшĕнче РФ Тĕп суйлав комиссийĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн кандидачĕсенчен алă пуснине йышăнассине вĕçленĕ. Çакă чикĕ суйлав кампанийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнине пĕлтерет. Малалла 10 кун хушшинче комисси алă пуснă хутсене тĕрĕслет, ун хыççăн регистраци пирки йышăну кăларать.

Президент пулас текенсенчен пĕр пайĕ юлашки кунсенче малашнехи тупăшуран пăрăннă, тепĕр пайĕ алă пуснине кирлĕ чухлĕ пуçтарайман. Алă пуснă хутсене тĕрĕсленĕ хыççăн хăш-пĕр кандидатсене регистрацилессине хирĕçлеме те пултараççĕ.

Тĕп суйлав комиссине Григорий Явлинский («Яблоко») тата Борис Титов («Партия Роста») алă пуснă хутсене панă. Юлашки кунĕнче «Коммунисты России» лидерĕ Максим Сурайкин тата «Гражданская инициатива» партин кандидачĕ Ксения Собчак та алă пуснă хутсене Тĕп суйлав комиссине илсе çитернĕ. Социаллă хỹтлĕх партийĕн кандидачĕ Михаил Козлов, хăй тĕллĕн тăратнă кандидат пулса хутшăнакан Кострома облаçĕн Думин депутачĕ Владимир Михайлов регистрациленме кирлĕ чухлĕ алă пустарайманнине пĕлтернĕ. Социаллă реформăсен партийĕн кандидачĕ Станислав Полищук вара кирлĕ чухлĕ алă пуснине пуçтарса çитернине, анчах хăй суйлава хутшăнма хирĕç пулнине каланă. Раççейри Халăх партийĕн кандидачĕ Ирина Волынец та суйлава хутшăнма хирĕçленине пĕлтернĕ. 18.00 сехетре алă пуснă хутсене йышăнасси вĕçленнĕ.

Тĕп суйлав комиссийĕн юлашки кăтартăвĕсемпе малаллахи кĕрешĕве сакăр кандидатран ытла мар хутшăнĕ.

Путин штабĕ алă пуснă хутсене тунтикунах панă, малалла иккĕмĕш тĕп тапхăрне — регионсемпе, суйлавçăсемпе ĕçлессине пикеннĕ. Кандидата çакăн пек йывăр ĕçе пĕччен пурнăçлама çăмăл мар, çавăнпа та ку ĕçе шаннă çынсен институтне те явăçтарнă.

Владимир Путин хăйĕн шаннă çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулу еплерех иртни пирки чăваш журналисчĕсене пирĕн республикăран унта хутшăннă кандидатăн шаннă çыннисем, вĕсемех обществăлла штабăн сопредседателĕсем Владимир Ивановпа Елена Барсукова каласа панă.

Елена Барсукова пĕлтернĕ тăрăх, алă пуснă чухне волонтерсем хальхи Президентăн кандидатурине ырлакансене кашнинех алă пусма май туса панă. Çавăнпа та алă пуснине саккунпа кирлинчен чылай ытларах пуçтарнă — темиçе çĕр пин. Халĕ тĕп суйлав кампанийĕ пуçланать. Владимир Путин хăйĕн шаннă çыннисене суйлавçăсемпе май пур таран ытларах тĕл пулу йĕркелеме хушнă. Обществăлла йышăну пỹлĕмĕ çак адреспа ĕçлеме те пикеннĕ: Шупашкар хули, Калинин урамĕ, 80-В. Унта кирек кам та хăйĕн ыйтăвĕпе е сĕнĕвĕпе килме пултарать.

Парламент партийĕн кандидачĕсем Владимир Жириновскипе Павел Грудинин Чăваш Енре паянхи кун реклама щичĕсене вырнаçтарнипех çырлахнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code