Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Волонтерсене явăçтараççĕ

Волонтерсене явăçтараççĕ

Цифрăллă эфир телехыпарлавĕ çине куçассипе çыхăннă мероприятисене волонтерсене те явăçтараççĕ.

«Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕн» /РТРС/ предприятин филиалĕн «Чăваш Республикинчи РТПЦ» специалисчĕсем хаçатра ăнлантару ĕçĕсем ирттерекен тата цифра сигналне йышăнмалли оборудование вырнаçтарма пулăшакан граждансем валли вĕренÿ занятийĕсем ирттереççĕ. Волонтерсен йышне тĕрлĕ ÿсĕмри тата тĕрлĕ професси çыннисем тăма пултараççĕ: студентсем, учительсем, почтальонсем, социаллă ĕçченсем. Вĕренÿ вăхăтĕнче вĕсене цифрăллă эфир телекуравне йышăнмалли меслетсем пирки каласа кăтартаççĕ, ун валли кирлĕ оборудование суйлама тата çыхăнтарма хăнăхтараççĕ, тăтăш çĕклекен ыйтусене хуравлаççĕ. Волонтерсем çынсем патне вĕсем чĕнсен каяççĕ. Чи малтан, паллах, цифрăллă приставкăсене телевизорпа çыхăнтарас тĕлĕшпе йывăрлăхсем пуррисем патне çитеççĕ. Тĕслĕхрен, аслă ăрури çынсем патне.

Чăваш Енре пĕтĕм районта волонтерсем валли вĕренÿ занятийĕсен графикне йĕркеленĕ. Çак мероприятисем февралĕн 11-мĕшĕнче пуçланнă, мартăн 4-мĕшĕччен пырĕç.

Февралĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри Иванов урамĕ, 16-мĕш çуртра /райадминистраци çурчĕ/ 10 сехетре волонтерсем валли вĕренÿ занятийĕ иртет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code