Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх фрончĕ — Раççейшĕн

Халăх фрончĕ — Раççейшĕн

Çывăх вăхăтра Раççейре тĕрлĕ отрасле, çав шутран культура сферине аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă. Çакăн пирки хыпарланă Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Республикинчи штабĕн сопредседателĕ — Чăваш патшалăх филармони директорĕ Николай Казаков.

Январĕн 30-мĕшĕнче Мускавра Владимир Путин Президент хăйĕн шаннă çыннисемпе курнăçнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче экономикăна, культурăна аталантарассипе тата патриотла воспитани парассипе çыхăннă темăсене çĕкленĕ. Çĕршыв пуçлăхĕпе иртнĕ канашлура çавăн пекех пĕчĕк хуласенче концерт, театр, кино, курав залĕсемлĕ нумай функциллĕ культура центрĕсене хута ярас ыйтăва та хускатнă.

— Тĕл пулура талантсене аталанма май туса парас тĕллевпе Раççей шайĕнче культура аталанăвĕн фондне йĕркелесе ярас сĕнỹ те пулчĕ. Ырлатăп çакна. Пултаруллă çамрăксене çĕкленме май парĕ вăл. Маларах асăннă нумай функциллĕ культура центрĕсем тĕрлĕ регионта, çав шутран Чăваш Енре те, хута кайма пуçланă та ĕнтĕ. Владимир Путин малашлăхри 6 çулта тĕрлĕ отрасле, уйрăмах культурăна, аталантармаллине палăртрĕ. Раççее пысăк малашлăх кĕтнине иккĕленместĕп, — палăртнă Николай Казаков.

2011 çулхи май уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе хута кайнă Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ çĕршывăн ырă пуласлăхĕшĕн ăнтăлакан активлă граждансене пĕрлештерет. Юхăмăн тĕп тĕллевĕ — çĕршыв Пуçлăхĕн указĕсемпе хушăвĕсене пурнăçа кĕртнине тата бюджет укçи-тенкипе тĕллевлĕ усă курнине контрольлесе тăрасси, коррупцие хирĕç кĕрешесси, граждансен пурнăç пахалăхне ỹстерессипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлесси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code