Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăватă настоятеле, виçĕ благочиннăя çитĕнтернĕ

Тăватă настоятеле, виçĕ благочиннăя çитĕнтернĕ

Елчĕк çĕрĕ Аслă Турă пилленĕ, Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ỹснĕ Петр, Александр, Николай тата Леонид Ермолаевсем çынсен чунĕсене сыхласа хăварас енĕпе вăй-халне шеллемесĕр, тимлесе ĕçлеççĕ. Асли — Петр, Тутар Республикинчи Тури Услон районĕнчи тĕлĕнмелле хăватлă ĕçсем тăвакан çветтуй Николая асăнса, ун хыççăнхи — Александр Канаш хулинчи Чăн Таса Турă Амăшĕн «Пурне те хуйхăра савăнăç кỹрекен» сăнне асăнса, Николай Тутар Республикинчи Кайпаç районĕнчи Виç Ипостаçлă Таса Турра асăнса, чи кĕçĕнни Леонид Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари Чăн Таса Турă Амăшĕн Тихвинри сăнне асăнса лартнă чиркỹсен настоятелĕсен йывăр та яваплă ĕçĕсене пурнăçласа пыраççĕ.

Канаш хулинче вăй хуракан Александр аттепе паллашасси çапла пулчĕ. «Ырă хыпар» журнала Чăн Таса Турă Амăшĕн «Пурне те хуйхăра савăнăç кỹрекен» сăнне асăнса лартнă чиркỹре кашни уйăхрах илсе тăраççĕ. Мĕн тухса тăма пуçланăранпах çапла. Пĕррехинче чиркỹ настоятелĕпе хăйĕнпе курса калаçмалла пулса тухрĕ. Пырса кĕретĕп чиркĕве — икĕ священник служба ирттереççĕ. Малтанах: «Хăшĕ-ши кунта Александр атте?» — тесе шухăшласа тăтăм, кайран çынсенчен ыйтрăм, вĕсем мана туллирех кĕлеткеллĕ священник çине кăтартрĕç. Паллах, служба пĕтессе те, Хĕресе чуп туса Турă çурчĕпе паянлăха сывпуллашасса та, хама çынсем кăтартнă çынпа калаçма пуçласса та кĕтсе тăтăм. Ак, иккен! Çынсем тин çеç чиркĕве пырса кĕнĕ, священник тумне тăхăннă илемлĕ те йăрăс пỹллĕ, çамрăк арçын патне васкаса утма, унран пил илме тытăнчĕç. Çав вăхăтра чиркĕве Иисус Христос Туррăмăр пырса кĕнĕнех туйăнса кайрĕ. Чи хитре те юратмалла, таса çынсене эпир чылай чухне Ангелпа танлаштаратпăр. Шăпах çавăн пек шухăшсем çуралчĕç манăн ун çине пăхса тăнă май. Мăшăрĕ Елена та пĕрлех. Çынсемпе калаçма пуçласан вĕсен пичĕсем çинче çăмăл кулă хускалса илчĕ.

— Кам ку? — ыйтатăп каллех çынсенчен.

— Пирĕн настоятель. Александр Ермолаев протоиерей, — хуравларĕç вĕсем мана. Ку чиркỹре икĕ Александр атте иккен.

Ермолаевсен çемйинче тăватă ывăл — тăватă пăхаттир çитĕннĕ. Шел, питĕ шел, пĕри те ашшĕн хỹттинче ỹсеймен. 1965 çулта çамрăк çемьене уяр кунхи аçа çиçĕм пек инкек килсе çапнă — Анатолий Ермолаев, вăтăр тăватă çула кайнăскер, врач-хирург тĕрĕс мар операци тунине пула тепĕр тĕнчене куçса кайнă. Ачисенчен чи асли Петр ултă çулта пулнă, Александр — тăватă çулта, Николай — икĕ çулта, Леонид — виçĕ уйăхра. Мăшăрĕ вилнишĕн питĕ куляннипе кăкăр ĕмĕртекен амăшĕн сĕчĕ пĕтсе ларнă, пĕчĕк пепкене тин çеç ача çуратнă кỹршĕ хĕрарăмĕ тăрантарса пурăннă.

Тăван тăварпа пиçнĕ, тет чăваш. Ачасем мĕн пĕчĕкренех çăкăр хакне пĕлсе ỹснĕ. Амăшĕпе пĕрле пĕчĕклех колхоз ĕçне кỹлĕннĕ, хуçалăх ертỹçисем мĕн хушнă, çавна пурнăçланă, ниçтан та юлман. Чăваш ялĕнче нихăçан та çынна вырăссем пек ячĕпе тата ашшĕ ячĕпе чĕнмен. Хăнăхнă эпир «Люççа», «Лена», «Галя» теме. Ермолаевсен амăшне пурте ялта «Роза Михайловна» тенĕ. Ĕçчен те сăпайлă, нумай калаçма юратман хĕрарăм халăх хушшинче пысăк хисепре пулнă. Кирек мĕнле çанталăкра та, кирек мĕнле условисенче те ĕçленĕ, ĕçленĕ. Тăватă пĕчĕк тĕпренчĕке ура çине тăратмалла пулнă-çке унăн.

— Сивĕ вăхăчĕсенче аллисем шăнса хытнисем халĕ те иртнĕ вăхăтсене аса илтереççĕ, — тет Роза Михайловна çинчен ыррине çеç пĕлтерсе Александрăн мăшăрĕ Елена. — Пире, кинĕсене, çакăн пек ывăлсем çитĕнтерсе панăшăн аннене яланах тав сăмахĕ калатпăр. Еплерех хĕнпе пăхнă вăл вĕсене. Ỹстернĕ, таса тумлантарнă, пĕчĕклех тирпейлĕхе хăнăхтарнă. Халĕ эпир ăна лайăх пăхма тăрăшатпăр. Кашниех пурăнма хăй патне илсе каясшăн, никама та кỹренмелле ан пултăр тесе ăна черетпе пăхса тăратпăр. 83 çулта вăл халĕ. Хамăр патăмăрта темĕнле лайăх пулсан та кил килех — хăй патне туртать. Çуллахи вăхăтра яла — Таяпа Энтрине леçсе яратпăр. Унта Екатерина аппа — манăн упăшкан ашшĕн аппăшĕ пурăнать. Ашшĕ вилнĕ чухне унăн амăшĕ те сывă пулнă. Çак икĕ пысăк чунлă хĕрарăм пăхса ỹстерсе çын пулма пулăшнă та пирĕн тăватă пĕчĕк ачапа юлнă аннене, — вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне матушка.

Сăмах май каласа хăварар, Елена та питĕ лайăх йăхран. Унăн амăшĕ — Шупашкарти Иисус Христос Туррăмăр чĕрĕлнине асăнса лартнă чиркỹ настоятелĕн, пурте хисеплесе тăракан Михаил Иванов протоиерейăн аппăшĕ. Тăванĕсенчен хĕрĕхе яхăнăшĕ тĕрлĕрен чиркỹсенче ĕçлеççĕ. Елена матушка калама çук илемлĕ хĕрарăм. Питĕ ăслă калаçать. Александр аттепе иккĕшĕ Анатолий тата Сергей ывăлĕсене лайăх воспитани парса ỹстернĕ.

Тепĕр саманта та асăнмасăр хăварма май çук. Ермолаевсем патĕнче — Таяпа Энтринче Канаш районĕнчи Шăхасанти чиркỹ настоятелĕ Владимир Ермолаев протоиерей çитĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ йывăр чирлĕ пулнă пирки ăна, Анатолий Ермолаевăн пиччĕшĕн ывăлне, пĕчĕклех вĕсем патне илсе пынă, саккăрмĕш класс пĕтеричченех вăл иккĕмĕш сыпăкри шăллĕсемпе пĕрле пурăннă.

Ашшĕ-амăшĕ пиллесен пин пулать, пиллемесен, кĕл пулать. Мĕн пĕчĕкрен пурнăçа юратма, çынпа çынла пулма вĕрентнипе пĕрлех Роза Михайловна ывăлĕсене пурне те пĕлỹ илме пулăшнă. Александр та, Николай та, Леонид та Мускав облаçĕнчи Сергиев Посад хулинчи духовнăй семинарие пĕтернĕ. Петр малтан алла Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн дипломне илнĕ, кайран шăллĕсен çулĕпе кайнă, заочнăй майпа священнике вĕреннĕ.

Ермолаевсем пурте çемьеллĕ, пурте уйрăм çуртсенче пурăнаççĕ. Вĕсем тытса тăракан прихутсене халăх йышлăн çỹрет. Паллах, йывăрлăхсăр, çын шанăçне кĕмесĕр, хăвна кăтартмасăр пурнăçра нимĕн те пулмасть. Уйрăмах çакă священниксен ĕçĕнче палăрать. Ермолаевсене пурне те малтанхи самантсенче йывăр çеç мар, питех те йывăр пулнă. Пурне те. Апла пулин те кашниех ку е вăл пулăма тỹсĕмлĕ чăтса ирттернĕ. Хăртнине те, хăратса хăмсарнине те, куçранах темĕн те пĕр каланине те.

Тутар Республикинче вăй хуракан Николайпа Петрăн пырсанах ăçта пурăнмалли те пулман. Николай çемйи пĕр вăхăт клубра кун кунланă, çĕр çĕрленĕ. Çав тери сивĕ пулнипе матрас витĕнсе выртни те пулнă.

Амăшĕн кĕлли океан урлă та илтĕнет, тенĕ. Роза Михайловна кĕллине те — вăл чунтан ыйтнине Иисус Христос Туррăмăр та, Унăн Амăшĕ те илтнех. Ара, чунне мĕн чухлĕ çунтарнă вăл хăйĕн ачисемшĕн кулянса. Халĕ, ав, камсем вĕсем! Чăваш Енĕн чи хисеплĕ çыннисем, чăн тĕне ĕненекенсен шанчăклă тусĕсем.

…Роза Михайловнăпа курса калаçас тесе тахçанах ăнтăлатăп. Ун çинчен кĕнеке те хайлама пулать. Калама çук сăпайлă, çын çине усал куçпа та пăхса курман çак хисеплĕ çыннăмăр хăйĕн çинчен ниепле те çыртарасшăн пулмарĕ. «Мĕн мухтанмалли пур? Пурте, ялта пурăнакан кашни çынах ман пек йывăрлăх тỹссе ирттернĕ. Кам эпĕ?» — кашнинчех çак сăмах пулчĕ унăн. Манăн вара, Роза Михайловна, каçарăр та, Сирĕн сăмахăрсене хирĕçлесе çапла калассăм килет: шăпах Сирĕн пек çынсем илемлетеççĕ те пирĕн пурнăçа. Сирĕн пек аннесем, кукамайсемпе асаннесем. Ăнăçу, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Вера САВЕЛЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: пĕр тăван Ермолаевсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code