Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Шыçăна вăхăтра асăрхани пĕлтерĕшлĕ

Шыçăна вăхăтра асăрхани пĕлтерĕшлĕ

2015 çултан пуçласа рака хирĕçле Пĕтĕм тĕнчери пĕрлĕх пулăшнипе çулсеренех Усал шыçăпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ — халăха шыçă чирĕсем пирки аса илтересси, чире вăхăтра тупса палăртмалли меслетсемпе мелсем пирки ăнлантарасси.

Кăкăр çинчи шыçăсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Вăл ытларах 45-50 çултан аслăрах хĕрарăмсен пулать. Йăваш шыçăсем шутне аденома, папиллома, фиброаденома, киста кĕреççĕ. Вĕсем ытларах кăкăрăн çỹлти пайĕнче тĕл пулаççĕ. Çак шыçăсем çемçерех, куçаççĕ, пĕр-пĕрин çумне, ỹт çумне çыпăçмаççĕ, ыратмаççĕ. Çавăнпа та хĕрарăмсем шыçăсем пуррине асăрхасан та тухтăрсем патне кайма васкамаççĕ. Стандартпа килĕшỹллĕн хĕрарăмсем палăртнă çулсенче маммографи, УЗИ тĕрĕслевĕсенче пулаççĕ. Алăпа тытса палăрман шыçăсем тĕрлĕ аппаратсемпе тĕрĕсленсен кăна паллă. Вĕсене ытларах медосмотр, диспансеризаци тĕрĕслевĕнче асăрхатпăр та. Шыçăсене çийĕнчех тупсан, операци тусан, тĕрлĕ эмелсемпе сипленсен ракран та сывалма пулать.

Хаяр шыçă шутне рак чирĕ кĕрет. Вăл тĕнчипех анлă сарăлнă. Пирĕн районта та унпа чирлекенсен йышĕ пĕчĕк мар. Малтанах çак шыçă паллă мар, туйăнмасть. Чылайăшĕ мунчара кирĕк кăларнă чухне ыратса кайнине пĕлтереççĕ. Теприсем шкаф кĕтессине тăрăнсан ыратма пуçланине, тăвăртарах кĕпе, кофта тăхăнсан кăкăра ыраттарса тăнине калаççĕ. Виççĕмĕшсем кăкăр пуçне пусса пăхсан юн тухнине пĕлтереççĕ.

Чир пĕтĕм кăкăра сарăлать. Юн, лимфа тымарĕсем тăрăх ытти органсене сиенлет. Хул айĕнчи шыçăсем сарăлаççĕ. Кăкăр çине тимлĕрех пăхсан унăн пуçĕ таврăнса кĕнине, тирĕ катрашкаллă, ỹт сарăрах тĕслĕ пулнине асăрхатăн. Пусса пăхсан çав вырăнсем ыратнине туятăн. Чир анлăрах сарăлсан вăй пĕтет, хĕрарăм ырханланма пуçлать. Çавăнпа та кăкăр çинче кирек мĕнле шыçă пуррине асăрхасан тỹрех тухтăр патне каймалла. Чире сарăлма памалла мар.

«Пĕлтĕр тытăмлăн, планпа килĕшỹллĕн ĕçленине пула халăх шыçăсенчен вилесси 8 процент чакрĕ. Çакă юлашки пилĕк çулта пуçласа пулса иртрĕ!»

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Тухтăр патне йышăнăва килсессĕн кăкăра алăпа тытса пăхнă хыççăн УЗИ е маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма яратпăр. Чылайăшĕ: «Манăн унта кайма вăхăт çук», — теме пăхать. Çапах та хăвăрăн сывлăхшăн вăхăта шеллемелле мар.

Мĕн пытармалли, медосмотр вăхăтĕнче хĕрарăмсем: «Манăн нимĕн те ыратмасть, хăвăрт алă пусса парăр та…» — тенине илтме пулать. Тĕлĕнетĕн вара ун пек хĕрарăмсенчен. Предприяти е организаци ертỹçисем вĕсене ĕçрен хăтарса сывлăхне тĕрĕслеттерме янă. Районти тĕп больницăра ĕç çынни хăйĕн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттертĕр тесе ятарлă график йĕркеленĕ, мĕнле аппаратсемпе тĕрĕсленмеллине, мĕнле анализсем памаллине палăртнă. Вĕсем вара тухтăр патне кĕрсе вăхăтне ирттересшĕн мар. Кайран, чир-чĕр шала кайсан, шурă халатлисенех айăплама пăхасшăн. Çавăнпа та кашнийĕн хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă пулмалла.

Районти условисенче тĕрĕслеме май килмесен эпир чирлисене Шупашкарти больницăсене яратпăр. Направлени çырса компьютер урлă черете тăрататпăр. Анчах каллех хăшĕ-пĕри ялтан хăпса тухайманни çинчен пĕлтерет. Кун пек чухне тĕрĕсленни хăвăршăн пулнине хыттăн калама та тивет. Шупашкартан ырă хыпарпа килсен: «Тавах сире, çийĕнчех шыçăсене тĕрĕслеттерме янăшăн», — теççĕ.

Шупашкартан онкодиспансертан маммологсем килнине пĕлтерсен те хĕрарăмсем йышăнăва килмеççĕ. Хăшĕ-пĕри: «Алăпа кăна тытса пăхать, аппаратура çук-çке», — теме пăхать. Йăнăшатăр! Опытлă маммологсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ, вĕсем пĕчĕк шыççа та тупаççĕ. Çавăнпа та, хаклă хĕрарăмсем, хамăр пата йышăнăва чĕнсен килме ан ỹркенĕр. Маммолог хулана тĕрĕсленме пыма сĕнỹ парсан та хăраса ỹкмелле мар. Шупашкарти онкологи больници Раççейри чи лайăххисен йышĕнче. Унта хальхи йышши чи лайăх аппаратурăсем вырнаçтарнă.

Чире çийĕнчех тупса палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та, хисеплĕ хĕрарăмсем, районти тĕп поликлиникăри 9-мĕш кабинет умĕнчен пăрăнса ан иртĕр. Хамăр тăрăшсан рак чирне çĕнтерме пулать.

А.ЛАПШИН,
хирург-онколог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code