Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 7 çемье пособи илме тытăннă

7 çемье пособи илме тытăннă

ЧР Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕнче пĕрремĕш ача çуралсан (усрава илсен) уйăхсерен паракан тỹлеве палăртассипе тата тỹлессипе çыхăннă полномочисене «Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденине парассине ырланă.

Çакнашкал центрсем кашни район-хуларах пур. ЧР Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Димитриев каланă тăрăх, вĕсем пурте ку енĕпе ĕçлеме хатĕр. Тỹлевсем валли федераци бюджетĕнчен пĕтĕмпе 143,5 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

— Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 569 миллион тенкĕ килчĕ. Кăрлачăн 26-мĕшĕ тĕлне çемьере çуралнă пĕрремĕш ачашăн пособи палăртма ыйтса 11 заявлени çырнă, вĕсенчен 7-шĕ укçана илнĕ. Пирĕн прогнозпа килĕшỹллĕн 2018 çулта ку тỹлеве 4,5 пин çемьерен кая мар илĕ, — пĕлтернĕ министр. Вăл ку тỹлеве адреслăн панине, ăна çемьери пĕр çын пуçне тивекен тупăш 13995 тенкĕрен иртменнисем тивĕçме пултарнине палăртнă.

Çак пулăшу мери пирки çемьесен пĕлмеллех. Мĕншĕн тесен ача çуралсан 6 уйăхран кая юлмасăр çак пособие пама ыйтса çырсан ашшĕ-амăшĕ пепке çут тĕнчене килнĕ кунранпах асăннă тỹлеве илме пултарать — пĕчĕкскер 1,5 çул тултаричченех. Ача çур çултан иртсен заявлени парсан вара — çав кунранпа çеç тỹлеççĕ.

— Çакна кашниех пĕлтĕр. Ку пулăшу çемьесемшĕн пĕлтерĕшлĕ, — пĕтĕмлетнĕ ларăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Кăрлачăн 30-мĕшĕ тĕлне пурĕ республикăра 21 çемьерен ыйту йышăннă. Вĕсенчен 7-шĕ тин çуралнă пĕрремĕш пепкешĕн пособие илме тытăннă.

С.ЕРОФЕЕВА,
Чăваш Енри Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин пресс-секретарĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: телейлĕ çемье.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code