Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăçа кĕреççĕ

Пурнăçа кĕреççĕ

Çĕршывра кăçал наци проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн 21 миллиард тенкĕ ытла пăхса хунă.

Тăхăр уйăхра палăртнă ĕçсен 63 процентне пурнăçланине пĕлтернĕ стратеги аталанăвĕпе проектсем енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

Дмитрий Краснов вице-премьер каланă тăрăх, республикăра регионăн 11 проекчĕ валли 7,6 миллиард тенкĕ уйăрнă. Нацпроектсене пурнăçлас тĕлĕшпе юпа уйăхĕнче 93 процентпа танлашнă. Иртнĕ уйăхра «Демографи», «Культура», «Туризм» наци проекчĕсен кăтартăвĕсем аван пулнă. Экологи, экспорт, пурăнмалли çурт-йĕр енĕпе палăртнă ĕçсене пурне те пурнăçлайман.

Владимир Степанов вице-премьер «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ çинчен каласа кăтартнă. Кăçал ун валли 4 миллиард тенкĕ ытла пăхса хунă. Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕпе, медицина страхованийĕпе çыхăннă ыйтусемпе уйрăмах йывăрлăхсем сиксе тухнă. Çавăн пекех «Ача-пăча сывлăхĕ», «Чĕре чирĕсемпе кĕрешесси» проектсене пурнăçлас тĕлĕшпе кăлтăксем пур. Владимир Геннадьевич медицина организацийĕсене кадрсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту çинче тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Вăл каланă тăрăх, тĕрлĕ программа пулăшнипе кăçал 92 тухтăра, 207 медсестрана ĕçе вырнаçтарнă. Специалитет енĕпе вĕренмешкĕн 131 çынпа, ординатурăра пĕлỹ илекен 130 çамрăкпа, медколледжри 134 çынпа килĕшỹ тунă. Кадрсен ыйтăвне лайăхлатас тĕллевпе ваканси ярмăрккисем, ăсталăх сехечĕсем, тĕл пулусем ирттернĕ. 26 сотрудника служба хваттерĕпе тивĕçтернĕ, темиçе специалиста пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшнă. «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăпа килĕшỹллĕн больницăсемпе ФАПсене 173 медик ĕçлеме пынă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code