Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Йĕркене пăхăнман

Йĕркене пăхăнман

Елчĕк район прокуратури ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ГИБДД ĕçченĕсемпе пĕрле районти шкулсен автобусĕсем çинче вĕренекенсене турттарассипе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн автобусĕ çинче йĕркене пăхăнманнине — çула тухнă автобус çинче ачасемпе юнашар вĕсене пĕрле илсе çỹреме çирĕплетнĕ çын пулманнине, йĕркене пăснă çакăн евĕр тĕслĕхсем маларах та пулнине тупса палăртнă. Çавна май ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн яваплă должноçри çынсем хăйсен тивĕçĕсене сỹрĕккĕн пурнăçлани, вĕсем çул-йĕр çинче кĕçĕннисен пурнăçĕпе сывлăхĕ умне хăрушлăх кăларса тăратни çирĕпленнĕ.

Йĕркене пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушса Елчĕк район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ ячĕпе представлени тăратнă, ăна пăхса тухнă хыççăн айăплине дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.

В.НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code