Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăва хулли авăнать…

Хăва хулли авăнать…

Ĕнер Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче Патреккелти Зинон Блиновăн «Ылтăн пайăркасем» куравĕ уçăлчĕ.

Ăста ăна хăйĕн сумлă çитмĕл çулхи юбилейне халалланă. Хитре те тирпейлĕ карçинккасене, пукансене, савăт-сапана курава пуçтарăннисем тытса пăхса тĕлĕнчĕç.

Зинон Полиевктовича район центрĕ çумĕнчи ялсенче пурăнакансем лайăх паллаççĕ. Патреккел шкулĕнче черчени, ĕç урокĕсене ертсе пынă юратнă вĕрентекенне ĕнерхи вĕренекенсем пуç тайса саламлаççĕ. 20 çул ытла тăван ялти шкулта ĕçленĕ Зинон Полиевктович. Çак тапхăрта ачасем мастерскойĕнчен тухма пĕлмен. Йывăçа çеç мар, тимĕре те «чун» кĕртнĕ вĕсем. Ылтăн алăллă маçтăр авиакружока та ертсе пынă. Кашни уяв тĕлне ачасен ĕçĕсенчен шкулта курав йĕркеленĕ. Вĕсене кỹршĕ районсенче те кăтартнă. Хаклав журналне паянхи кунччен упрать вăл. Акă 1987 çулта Комсомольски районĕн тĕп больницин тĕп врачĕ çырнă хаклава вулатăп: «Эпĕ кун пек илеме Парижра та курман. Кăмăл тулчĕ».

Зинон Блинов шкулта ĕçленĕ вăхăта аса илсе тунсăха путать. Пенсие тухнă хыççăн та чун киленĕçне пăрахмасть вăл. Вĕсен килĕнче чăн-чăн музей. Кил хуçи хăй аллипе ăсталанă япаласем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Стена çинчи ỹкерчĕксем те пĕринчен тепри илемлĕ. Пĕр пỹлĕмри çỹлĕксем çинче хăй тунă карçинккасене, савăт-сапана меллĕн вырнаçтарса хунă.

Зинон 5-мĕш класрах хăвана «итлеттерме» вĕреннĕ. Пĕринче Володя тусĕпе Петр Владимиров станпа хур йăви ăсталанине куç илмесĕр сăнанă. Зинонăн епле те пулсан çав станпа хăйĕн ĕçлесе пăхас килнĕ. Аслисенчен ыйтмасăрах юлташĕпе иккĕшĕ çав стана килне йăтса кайнă. Пĕрре авса пăхнă вăл хулăна, тепре… Майĕпен алли пыма, мелне пĕлме пуçланă. Тепĕр кунне вара стана леçсе панă. Унтан арçын ача тỹрех хăйĕн валли çавăн евĕр станок ăсталанă. Унтан витресем, карçинккасем çыхма пуçланă.

— Ĕлĕк кил-çуртра тимĕр витресем пулман. Çĕр улми пуçтарма пĕчĕк карçинккасем ăсталаттăм. Карçинкка-витререн тăпра тăкăнсах пыратчĕ, — аса илет иртнине Зинон Полиевктович.

Шкул ачирен пуçласа халĕчченех Кĕçĕн Пăла хĕрринчен пушă алăпа килмест вăл. Çамрăкрах чухне ĕне çитернĕ вăхăтра та хăва турачĕ хуçнă.

— Халĕ хăва хуçма çăмăл мар. Çырмасем чăтлăха çаврăнчĕç, — тет вăл.

Вăл хăвана тĕрлĕ вăхăтра хатĕрлет. Акă, çурла уйăхĕн вĕçĕнче пуçтарнă хуллăн хуппи лайăх сĕвĕнет. Типĕтсен те тĕсĕ улшăнмасть. Кĕркунне каснине шывра ислентерсе хĕрлĕ тĕс кĕртет. Çыхас умĕн турата шыва ярса «чĕртет». Ун пек лайăхрах авăнать.

Хăвана авса тĕрлĕ япаласем ăсталасси кăткăс ĕç. Ăна чăтăмлăх, ỹркенменлĕх кирлĕ. Ачаран юратнă ĕç йăлăхтармасть ăна. Хăваран авса тăвакан япаласемпе кăсăкланакансем районта сахаллăн. Пысăк опыт пухни Зинон Блинов çеç тесен те йăнăш мар пулĕ.

Çичĕ теçетке çула хыçа хăваракан арçын ỹкерме те ăста. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне вăл «Ỹнер шкулĕнчи ỹкерчĕк» кĕнеке туяннă. Ашшĕ вырăнне колхоз садне хураллама кайсан çĕр çывăрмасăр кĕнеке вуланă. Унтанах тĕрлĕ япалана, калăпăшне кура, тĕрĕс ỹкерме вĕреннĕ. Вулама юратнăран ăна Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институчĕн ỹнерпе графика факультетне вĕренме кĕме те йывăр пулман. Аслă пĕлỹллĕ учитель хĕсметре те художник пулнă. Командирсем ăна пурнăçне çарпа çыхăнтарма сĕннĕ, Зинон тăван ялах таврăннă. Малтан районти тĕрлĕ шкулта ĕçленĕ, унтан тăван ялти шкула вырнаçнă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта тăрăшнă. Педагогикăри ĕç стажĕ кăна 35 çултан иртнĕ.

Ăстан тепĕр пысăк киленĕçĕ — натюрморт ỹкересси. Килти кухньăна çакнă картинăри пахча çимĕçпе улма-çырлана курсан тỹрех вĕсене астивсе пăхас килет. Чăн пекех курăнаççĕ вĕсем.

Зинон Полиевктович хальхи вăхăтра мăшăрĕпе Римма Петровнăпа тата Володя ывăлĕпе пурăнать. Блиновсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Хĕрĕсем, Алинăпа Марина, Шупашкар хулинче тĕпленнĕ.

Хаклă вулакансем, З.Блиновăн ĕçĕсемпе паллашма сĕнетпĕр сире. Курав музейра пĕр уйăх ĕçлет.

С.СТЕПАНОВА,
музейри лектор-экскурсовод.

Сăн ỹкерчĕкре: З.Блинов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code