Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Волонтер сăмах илемлĕ янăрать çеç мар

Волонтер сăмах илемлĕ янăрать çеç мар

Иртнĕ юнкун районта Ырă ĕç тăвакансен (волонтерсен) çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин 2018 çул Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулассине пĕлтернĕччĕ. «Ку эсир çĕршыв аталанăвĕшĕн тунă чи пысăк паллă пулĕ», — тесе палăртнăччĕ ун чухне Владимир Владимирович.

Юлашки вăхăтра волонтерсен юхăмĕ районти шкулсенче те сарăлма пуçларĕ. Ырă ĕç тăвакансен йышĕ çулсерен ỹссе пынине хамăр куçпа курса ĕненетпĕр: ялсенчи палăксемпе обелисксене çулталăк тăршшĕпех шкул ачисем пăхса-тирпейлесе тăраççĕ, пĕччен пурăнакан ватăсене куллен тимлĕх уйăраççĕ, районти ваттисем вăхăтлăх пурăнакан çуртсенчи мучисемпе кинемисене ачасем концертсемпе савăнтараççĕ, тĕрлĕ акцие хутшăнса ялсенчи тирпей-илемшĕн кар тăраççĕ, çырма-çатрана йывăç-тĕм лартаççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса спортпа туслашаççĕ.

Районти культура çуртне волонтер юхăмĕн доброволецĕсем, активисчĕсем, çамрăксем тата Тимур командисем йышлăн пухăнчĕç. Чи малтанах кашни шкулти волонтерсен команди хăйĕн девизĕпе паллаштарчĕ. Кашнийĕшĕ тĕрлĕ тĕслĕ галстук çыхнă.

Раççей Федерацийĕн гимнĕ янăранă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пухăннисене районта пархатарлă та сăваплă çулталăка уçнă ятпа саламларĕ. Николай Петрович волонтер сăмах илемлĕ янăранине палăртнă май, ĕлĕк ял çынни нимелле çурт-йĕр хăпартнине, БАМ стройкинче тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем хастар ĕçленине, Тимур командисем ватăсене пулăшнине аса илчĕ. Çавăн пекех вăл пĕлтĕр Сочире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне хутшăннă волонтерсен ырă ĕçне палăртса хăварчĕ. Ырă тăвакансем Тăван çĕршыва, çĕр çинчи пурнăçа лайăхрах тăвассишĕн ăнтăлаççĕ. Вĕсем кам та пулин хушнипе мар-çке, чĕре ыйтнипе ырă ĕçсем тăваççĕ. Çакă пĕлтерĕшлĕ те.

Николай Миллин çамрăксен творчествăри ăнтăлăвне, ĕçри çитĕнĕвĕсене кура Республика Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçнĕ ĕçлекен çамрăксене свидетельствăсем парса чысларĕ.

Уява малалла тăсса район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый тухса калаçрĕ. Вăл районта юлашки çулсенче волонтерсен юхăмĕ аталанса пынине, кăçал çамрăксем уйрăмах ырă ĕçпе палăрасса шаннине пĕлтерчĕ. Кăçал районти 24 çамрăк, çав шутра 19 шкул ачи Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни ырă пулăм. Леонард Васильевич вĕренỹре, спортра, общество пурнăçĕнче пысăк ỹсĕмсемпе палăрнă вĕренекенсене свидетельствăсем парса чысларĕ.

Волонтерсем — кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаракан çамрăксем. Вĕсем çынпа ăшшăн пуплеççĕ, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕскере е чирлĕскере тĕрлĕ мелсемпе пулăшỹ кỹме васкаççĕ. Ырă ĕçсем тăвакансен йышĕ кăçал районта тата та ỹсĕ. Уявра район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин 11 вĕренекене волонтерсен кĕнекине илнĕ ятпа саламларĕ. Çак документ ĕç кĕнеки евĕрлех, унта волонтер хăй тунă ырă ĕçсене çырса пырать. Хальлĕхе районта 134 волонтер шутланса тăрать. Вĕсен йышне чун-чĕри ырă ĕç тума ыйтакан, шкулта вĕренекен, кирек хăш сферăра ĕçлекен 13-30 çулсенчи çамрăксем кĕме пултараççĕ.

Хальхи вăхăтра республикăра, çав шутра районта та, рака хирĕç кĕрешекен акци пырать. Районти тĕп больницăри стоматологи уйрăмĕн заведующийĕ, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ Наталья Михайловская «Ты не один! Мы вместе!» проектăн презентацийĕпе паллаштарчĕ.

Уяв Елчĕк шкулĕнчи волонтерсем «Служить России суждено тебе и мне» гимнне юрланипе вĕçленчĕ. Мероприятине Елчĕкри искусство шкулĕнчи преподавательсемпе унта пултарулăхне туптакансем, Елчĕк шкулĕнчи кадетсем, Курнавăш шкулĕнчи вĕренекенсем юрланă мăнаçлă юрăсемпе илĕртỹллĕ ташшисем илем кỹчĕç. Çамрăксем культура çурчĕн фойинче районти тĕп библиотека хатĕрленĕ «Çамрăксен планети» кĕнекесен куравĕпе паллашрĕç.

Ырă тăвакансен çулталăкĕ уçăлчĕ. Апла пулсан волонтер-и эсĕ е ахаль вĕренекен, çамрăк е вăй питти çын — кашнийĕшĕ ырă тума васкар. Çынна пулăшни çĕре ỹкместех.

В.КИРИЛЛОВА.

Г.Никифорова сăн ỹкерчĕкĕнче: Н.Миллин волонтерсен кĕнекине илнĕ шкул ачисемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code