Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Онкологи служби вăй илет

Онкологи служби вăй илет

Шупашкарти Онкологи диспансерĕн тухтăрĕсем хăйне евĕрлĕ операци ирттернĕ.

Хирургсем шыçă паллисене организмран 7-9 сехет тасатнă. Ку кăткăс операцие Раççейри темиçе центрта кăна тăваççĕ. Чăваш Ен специалисчĕсем те çакна алла илнĕ, хăйсен ăсталăхне кăтартса панă.

Онкологи служби вăй илсе аталанни куç умĕнчех. 2016 çулта диспансерăн хирурги уйрăмне хута янă. Иртнĕ çул молекула-генетика тĕпчевĕсен уйрăмне уçнă. Онкологи диспансерĕнче регионти ăслăлăх консультацийĕн телемедицина центрĕ ĕçлет. Малашне вара Ядерлă медицина центрĕн оборудованине ĕçе кĕртме палăртаççĕ. Тухтăрсем çине тăрса ĕçлени куç умĕнчех: шыçă чирĕпе вилекенсен шучĕ пĕлтĕр 8 процент чакнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code