Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ

Тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ

Февралĕн 8-мĕшĕнче адвокатсемпе социаллă хỹтлĕх пайĕн ĕçченĕсем граждансене йышăнмалли Пĕрлехи кун ирттернĕ.

Специалистсем çак кун халăха тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе тимленĕ. Хальхи вăхăтра çăмăллăхпа 33 ушкăнри граждансем усă курма пултараççĕ. Çак шута сахал тупăшлă çемьесем, пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри сусăрсем, тăлăхсем, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем тата ыттисем те кĕреççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пуçарăвĕпе Чăваш Республикин Юстици министерстви саккун проектне туса хатĕрленĕ. Документра тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме ирĕк пуррисен йышне амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене, ачисене пĕччен ỹстерекенсене, Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче концлагерьсенче пулнисене тата ыттисене те кĕртме палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code