Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çуран çỹретнĕ

Çуран çỹретнĕ

Елчĕк район прокуратури пĕрлехи тĕрĕслев вăхăтĕнче Кушкă шкулĕнче Вĕрентỹ çинчен калакан саккуна пăхăнманнине тупса палăртнă.

Шкул директорĕ хăйĕн яваплăхне туйманнине, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ çирĕп ыйтманнине кура асăннă шкулта пĕлỹ илекен 79 вĕренекенĕн 2018 çулхи январĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 30-мĕшĕччен шартлама сивĕсен вăхăтĕнче шкула хăйсен тĕллĕн (чылай чухне çуранах) çỹреме тивнĕ. Шкулпа чи инçе вырнаçнă ял хушши 7,5 километрпа танлашать.

Ачасене шкула хăйсем тĕллĕн çỹретнине ертỹçĕсем малтанхи водитель укçа-тенкĕ сахаллипе ĕçлеме пăрахнипе (водителĕн ĕç укçи 11706 тенкĕпе танлашать), теприне ĕçе илсе ĕлкĕрейменнипе сăлтавланă. Райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Кушкă шкулĕнче автобус водителĕ çуккине пĕлнĕ пулсан та, саккуна пăснă тĕслĕхе вăхăтра сирсе яма тивĕçлĕ мерăсем йышăнман. Саккуна пăснине пĕтерме кирлине палăртса прокуратура Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени тăратнă. Прокурор вăхăтлă хутшăннине пула йĕркене пăснă тĕслĕхе пĕтернĕ.

В.НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code