Çулталăкри тĕп пухусем «Комбайн», «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата «Нива» агрофирма» ОООра чи малтан пулса иртнĕ. Çавăнпа вĕсен кăтартăвĕсем алă тупанĕ çинчи пекех уçăмлăн паллă.
Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенчен чи пысăк çĕр лаптăкĕпе усă куракан (пурĕ 2740 гектар) «Комбайн» ял хуçалăх прозводство кооперативĕ 2017 çулхи ял хуçалăх çулталăкне 12 миллион та 925 пин тенкĕ (усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан — 471,7 пин тенкĕ), «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕ 3 миллион та 362 пин тенкĕ (усă куракан 100 гектар çĕр пуçне — 247 пин), «Нива» агрофирма» ООО 2 миллион та 517 пин тенкĕ (усă куракан 100 гектар çĕр пуçне — 252,2 пин тенкĕ) таса тупăшпа вĕçленĕ.