Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт ветеранне чысланă

Спорт ветеранне чысланă

Аслă Елчĕкри Николай Молоствов хăйĕн пĕтĕм пурнăçне спортпа çыхăнтарнă. Юлашки çулсенче вăл Курнавăшри тата Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсенче йывăр атлетика секцийĕсене ертсе пынă. Хĕрĕх çуллăх тренер ĕçĕнче пĕтĕмпе 20 яхăн спорт мастерĕ хатĕрленĕ. Артем Сусликов паян хăй те наставник ĕнтĕ — Мускаври юниорсен пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ, Инна Ананьева çĕршывăн тĕп хулинчи, Артур Никоновпа Василий Новиков Шупашкарти Олимп резервĕсен училищисенче ăсталăха туптаççĕ.

Спорт ветеранне нумаях пулмасть сумлă юбилей ячĕпе Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков тата республикăри йывăр атлетика федерацийĕн ертỹçи Геннадий Иванов (сăн ỹкерчĕкре) саламланă. Сăмах май, Елчĕкри хăй вĕрентнĕ ĕнерхи паллă спортсменсем бензопăчкă, Тольяттире тĕпленнĕ Виктор Карамаликов ветеранăн портретне парнеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code