Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спартакиада тĕрлĕ районти çемьесене пуçтарчĕ

Спартакиада тĕрлĕ районти çемьесене пуçтарчĕ

Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче оборонăллă-массăллă тата спорт уйăхлăхне халалласа «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче «хĕрỹ точкăсене» хутшăннă ветерансемпе инвалидсен çемйисен республика шайĕнчи пиллĕкмĕш спартакиади иртрĕ. Унта Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн регионти уйрăмĕн членĕсем, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Муркаш, Тăвай, Комсомольски тата ытти районсенче пурăнакан çемьесем хастар хутшăнчĕç.

Ăмăртăва хутшăннисене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Чăваш Республикинчи «Доблесть» общество организацийĕн ертỹçи Владимир Яковлев, «хĕрỹ точкăсенче» çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Петр Анисимов тата ыттисем те саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Вĕсем ĕнерхи салтаксене интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн, çĕршыв хỹтĕлевçи ята çỹллĕ шайра тытнăшăн чун-чĕререн пысăк тав сăмахĕ каларĕç.

— Сирĕн паттăрлăхăр Тăван çĕр-шыва юратнин тата парăннин палли пулса тăрать, çитĕнекен ăрушăн эсир пысăк тĕслĕх, — палăртрĕ Леонард Левый.

Вăрçăран таврăнайман паттăрсене асăнса пурте пĕр минута шăпланнă хыççăн çемьесем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ вăйă-ăмăртура тĕрĕслерĕç. Шашкăпа шахмат, нарды, мини-футбол, дартс тата ытти вăйăсем, кире пуканĕ йăтассипе, канат туртассипе, шывра ишессипе, пăшал перессипе, автомата салатса пуçтарассипе, волейболла выляссипе иртнĕ ăмăртусем уйрăмах хĕрỹ пулчĕç. Волейбол вăййинче Шупашкар хулинчен килнĕ хастарсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнта — Сĕнтĕрвăррипе Елчĕк районĕсенчи командăсем.

Çемьесене Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, Тăрăмри культура çурчĕн йĕркелỹçи Вячеслав Захаров юрă-кĕвĕпе саламларĕç.

Спартакиадăпа кашниех кăмăллă юлчĕ, çавна май вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса савăнма май туса панăшăн ăмăрту йĕркелỹçине тата спонсорсене — «хĕрỹ точкăсенче» çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председательне, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçине Петр Анисимова, Валерий Германова («Труд» ЯХПК ертỹçи), «АСК-Яльчики» хуçалăх ертỹçине Юрий Галкина, Валерий Падуева (Ленин ячĕллĕ хуçалăх ертỹçи), Юрий Краснова («ЮККА» фирмăн генеральнăй директорĕ), Леонид Григорьев уйрăм предпринимателе, Владимир Игнатьев афганеца (Шупашкар) пысăк тав сăмахĕ каларĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: спартакиадăри самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code