Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхе çирĕплетмелле

Пĕрлĕхе çирĕплетмелле

Мартăн 1-мĕшĕнче çĕршывăн тĕп хулинчи «Манеж» курав центрĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Канашĕн членĕсене, Патшалăх Думин депутачĕсене, Правительство членĕсене, кĕпĕрнаттăрсен корпусĕн, общество пĕрлешĕвĕсен, МИХсен представителĕсене хăйĕн Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ документра Президент Раççейри лару-тăрăва хакларĕ, çĕршывăн хальхи тата малашлăхри аталану çул-йĕрне палăртрĕ, унăн шалти тата тулаш политикин ыйтăвĕсене çĕклерĕ. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă тĕлпулу çĕршыв историйĕнче 24-мĕш, Владимир Путиншăн 14-мĕш пулчĕ.

Аталану никĕсĕ çирĕп

Кăçалхи çыру ыттисенчен уйрăлса тăнине палăртрĕ Владимир Путин. Çакă паянхи саманан хăйне евĕрлĕхĕпе — «хальхи суйлавпа, пирĕн кашни утăмăн пĕлтерĕшĕ пысăккипе» çыхăннă. Çĕршыв нумай йывăрлăха тата чăрмава çĕнтерсе хыçа хăварнăран паян тăнăçлăх хуçаланать, çапах та тунă ĕçсемпе анчах çырлахма юрамасть. Татса памалли социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем татах та пур-ха.

— Эпир çак ыйтусене татса паратпăрах, аталану никĕсне хывнă. Пирĕн экономика хăйĕн çирĕплĕхне кăтартса пачĕ. Халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстерессипе малалла ĕçлемелле, ку енĕпе пирĕн никĕс пур, — палăртрĕ Владимир Путин.

Раççей обществин çирĕплĕхĕ куç кĕрет. Демократи, вырăнти хăй тытăмлăх, суд институчĕсене çирĕплетмелле. Тĕп тĕллевсенчен пĕрне çынсен ырлăхне тивĕçтерессинче курать çĕршыв пуçлăхĕ. 2000 çулта Раççейре 42 миллион çын чухăнсен шутĕнче пулнă (çакă çĕршывра пурăнакансен 29 проценчĕпе танлашнă). 2012 çул тĕлне çак кăтартăва 10 процент таран чакарма май килнĕ, анчах экономикăри кризиса пула вăл каллех пысăкланнă. Паян 20 миллион çын чухăннисен ретĕнче. Тĕп тĕллев — ултă çул хушшинче чухăнлăх шайне сахалтан та 2 хут чакарасси. Демографине лайăхлатма пултарнă. Халĕ халăх йышĕ пысăкланассине тивĕçтермелле. Ача амăшĕн капиталĕн, пулăшăвăн ытти майĕсен усси курăмлă. Ача сачĕсемпе çыхăннă ыйтăва татса панă, халĕ ясли çулĕсенчи ачасене вырăнпа тивĕçтермелле — амăшĕсем ĕçлеме пултарччăр.

— Укçа-тенкĕ уйăратпăр. 3,4 триллион тенкĕ — ача амăшĕпе ачалăха пулăшма, — татăклăн çирĕплетрĕ Владимир Владимирович.

Аслă ăрăва тĕревлесси те çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнине пĕлтерчĕ Президент паянхи ватăсем хăй вăхăтĕнче çĕршыв аталанăвне пысăк тỹпе хывнине палăртнă май. Çапла тăвас тесен пенси виçине инфляцирен пысăкрах виçепе индексацилесе пымалла, ватăсене пулăшма Правительство шайĕнче комплекслă программа хатĕрлемелле.

Сывлăх — чи хаклă пуянлăх

Çынсен пурнăçĕн тăршшĕне ỹстерни çĕршывăн хальхи ăнăç-лăхне хакламалли кăтартусенчен пĕри пулса тăрать. 2000 çулта çак кăтарту 65 çулпа танлашнă пулсан (арçынсен — 60 çултан сахалрах), паян пурнăçăн вăтам тăршшĕ 73 çулпа танлашать. Ертỹçĕ шучĕпе çакă çителĕксĕр, ку енĕпе тата та ĕçлемелле. Медицинăна хывакан укçа-тенкĕ виçĕ çул хушшинче икĕ хут ỹсмелле, медработниксен шалăвне ỹстерессипе те тимлемелле, 100 çынран кая мар пурăнакан ялсенче ФАПсем пулмалла. Çĕнĕ йышши диагностикăна, ракпа кĕрешмелли пĕтĕм наци программине хатĕрлесе хута яни, экологи стандарчĕсене тивĕçтерни (предприятисем тивĕçлĕ стандартсене пăхăнасси пирки сăмах пырать кунта) вăй питти çынсем пурнăçран уйрăлассине чакарма май парĕ.

Тĕллевсем пысăк

Свалкăсене пĕтерессипе, халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессипе, ял-хулана аталантарассипе çĕнĕ йышши коммуникацисем хута ярассипе, тĕрлĕ сферăра çĕнĕ йышши технологисемпе усă курассипе, наукăпа культурăна, инженери вĕрентĕвне, предпринимательствăна аталантарассипе ĕç тухăçлăхне тата инвестицине пысăклатассипе малалла та тăрăшса ĕçлемелле.

Пурнăç пахалăхне çĕнĕ шая çĕклес тесен хуласемпе поселоксене çĕнетесси, ял территорийĕсене аталантарасси, ипотека кредичĕсен процент виçине чакарасси, бюджет сферинче шалу ỹстересси тĕп вырăнта тăрать.

Паян ырă улшăнусем çук мар. 2017 çулта яллă вырăнта 3 миллион çын пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарнă. Халĕ 5 миллион шайне çĕкленмелле. 2000 çулта çĕршывра пурĕ те 4 пин ипотека кредичĕ панă (30 процентлă виçепе), пĕлтĕр вара 1 миллиона яхăн çемье çурт-йĕр валли кредит илнĕ. Ипотека кредичĕн виçине малашне 7-8 процента çитермеллине палăртнă В.Путин.

— СССРта иртнĕ ĕмĕрĕн 50-70 çулĕсенче çуллен 60 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Паян 80 миллион метра яхăн тăватпăр. Çакăнпа анчах çырлахмалла мар, çак цифрăна 120 миллиона çитермелле. 5 миллион çын хваттер илме пултартăр тесен шăпах çакăн чухлĕ çурт-йĕр хăпартмалла, — терĕ Владимир Владимирович.

Вăл уйрăм çынсен пурлăхĕнчен илекен налук ыйтăвĕ патне таврăнма сĕнчĕ. Ăна çурт-йĕрĕн рынок хакне çывăх кадастр хакне кура палăртни — чылай пысăкрах: «Эпир апла калаçса татăлманччĕ, урăхларах механизм кирлĕ».

Çул-йĕр ыйтăвĕ те хумхантарать. Федераци трассисене йĕркене кĕртнĕ, вырăнсенчи çул-йĕрсем тивĕçтермеççĕ. Çитес 6 çулта автоçулсем тума хывакан укçа-тенкĕ виçине икĕ хут пысăклатма палăртаççĕ.

Пысăк тĕллевсене пурнăçлама сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Эппин патшалăх тăкакĕсен тухăçлăхне тивĕçтермелле, экономика тупăшлăхне ỹстерсе пымалла. Çакă çĕнĕ Правительствăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче пулмалла. Инфляци темиçе çул каялла кăна 13 процент шайĕнчеччĕ, халĕ рекорд шайĕнчи пĕчĕк шая аннă — 2 процент патнелле. Çынсемшĕн кредитпа усă курмалли майсем анлăрах паян. Çакă экономика ỹсĕмне тĕревлеме пулăшать.

Тупăша ỹстересси

Чĕр тавар шутне кĕмен продукцин экспорчĕ тĕлĕшпе мĕн пур чăрмава сирмелле. Çак шута машиностроени продукцийĕ анчах мар, туризмпа тата ыттипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем кĕреççĕ. Ют çĕршыва апат-çимĕç продукцийĕ ăсатасси те ỹссе пырать. Çывăх вăхăтра ял çыннин тупăшне пысăклатассипе ĕçлемелле. Иртнĕ çул 134 миллион тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ — рекорд шайĕнчи тухăç. Çакă совет саманинчи рекордран та пысăкрах. 1978 çулхи рекорд 127,4 миллион тоннăпа танлашнă. Продукцие вырăнта тирпейлес майсене анлăлатасси — тĕп тĕллев.

2018 çул — Ырă тăвакансен çулталăкĕ. Влаçăн волонтерсене пулăшмалли пирки Президент пусăмлатсах каларĕ: «Хастар çынсем пысăк тĕллевсене пурнăçлама пулăшаççĕ».

Раççей — хỹтлĕхре

Çырура тĕп вырăнта çĕршывăн шанчăклă хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă тема пулчĕ. Пирĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен майĕсем пысăккине Сирири ĕç-пуç лайăх кăтартса пачĕ. Çара çĕнĕ йышши хĕç-пăшалпа тивĕçтересси 3,7 хут ỹснĕ. Çĕнĕ крейсерсем, ракетăсем, ытти техника хăватлă. Раççей тавра шанчăклă радиолокаци хỹтлĕхне йĕркеленĕ. Контрактпа çар тивĕçне пурнăçлакансен йышне 2,4 хут пысăклатнă. Пĕтĕмлетсе каласан, Раççейĕн хỹтлĕхĕ çирĕп. Президент шучĕпе, хăш-пĕр çĕршыв санкци политикипе Раççее чăрмантарма хăтланни тивĕçлĕ кăтарту турĕ. «Халь тин Раççее чараймăр… Эпир хамăр çулпа утнă, малашне те утăпăр. Пирĕн хамăрăн пĕрлĕхе малашне те çирĕплетсе пымалла — хăюллă тĕллевсене тĕпе хумалла, тĕнчене, çĕршыва лайăхлатма ăнтăлмалла», — палăртрĕ Президент Çырăвне вĕçленĕ май.

 

Çырăва хаклаççĕ

Ираида ВАСИЛЬЕВА, Елчĕк район пуçлăхĕ:

— Президент пирĕн пурнăçăн кашни çивĕч ыйтăвне хускатрĕ Çырура. Наука çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Раççейĕн тĕпчев инфратытăмĕ вăй илсе пырать, вăл çывăх çулсенче тĕнчере чи çỹллĕ шая çĕкленĕ. Тивĕçлĕ центрсем çĕршыври чылай хулара йĕркеленнĕ е йĕркеленеççĕ. Çакă чир-чĕрпе кĕрешессинче, ял хуçалăхĕнче çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессинче пысăк пулăшу парĕ. Раççей çамрăкĕсем наукăра, ытти сферăра лидерсем пулнине ĕçĕпе пĕрре анчах мар çирĕплетрĕç. Ачасене пĕчĕкренех профориентаци пĕлĕвĕ парасси тĕп вырăнта. Ку енĕпе шкулăн ялан малта пымаллине палăртрĕ Владимир Путин.

Автоçулсем тума уйăракан укçа-тенкĕ виçине çывăх вăхăтра икĕ хут ỹстерессине пĕлтерчĕ. Пирĕн районта çул-йĕр хуçалăхĕ ăнăçлă аталанса пынине палăртма кăмăллă.

Владимир ЩЕРБАКОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Тăрмăш:

— Владимир Путин Çырăвĕнче çĕршыври лару-тăрăва хак панисĕр, шалти тата тулаш политикăн аталанăвĕн çул-йĕрне палăртнисĕр пуçне патшалăхăн шалти аталанăвне, экономика хăватне ỹстерессине пысăк тимлĕх уйăрчĕ.

Сывлăх сыхлавĕ яланхиллех пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. Юлашки вăхăтра онкологи чирĕсене пула вăй питти граждансем пурнăçран йышлăн уйрăлнине шута илсен, Путин онкологи чирĕсемпе кĕрешме наци программине туса хума сĕнни ырă пулăм. 100 çынран кая мар пурăнакан ялсенче ФАПсем хута ямаллине асăнчĕ. Ку енĕпе Чăваш Республики, çав шутран Елчĕк районĕ те, ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Иртнĕ çул Хĕрлĕçыр ялĕнче ФАП хута кайни пирĕншĕн пысăк парне пулчĕ, çак пулăшупа халăх питĕ кăмăллă.

Борис ПЯТАКОВ, ĕç ветеранĕ. Элекçей Тимеш:

— Çĕршыва хỹтлĕхпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту Çырăвăн пысăк пайĕ пулчĕ. Патшалăх ертỹçи 2000 çулта АПШ ракетăсенчен хỹтĕленмелли килĕшỹрен тухасси пирки пĕлтернине аса илтерчĕ. Эпир çакна хирĕçленĕ. Çак килĕшỹ вара енсенчен хăшĕ те пулсан ядерлă хĕç-пăшалпа усă курассинчен хỹтĕленĕ. Раççей килĕшĕве упраса хăварма ыйтнă пулсан та, АПШ пирĕн сĕнĕве йышăнман. Çавна май пирĕн хамăрăн оборона тата тапăну комплексне аталантарасси пирки асăрхаттарма тивнĕ.

Паянхи кун Раççей хỹтлĕхĕ, оборона тытăмĕн никĕсĕ çирĕп. Хĕç-пăшалсăр пуçне пирĕн çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн Роман Филипов летчик тата ытти чылай-чылай паттăр евĕр пурнăçне тата сывлăхне шеллемен граждансем пуррине те çирĕплетрĕ Владимир Владимирович. Граждан обществи влаçпа пĕр шухăшлă пулсан çĕршыв вăйлă патшалăх пулса юлĕ.

Григорий ГРИГОРЬЕВ, уйрăм предприниматель. Кивĕ Эйпеç:

— Президент çывăх вăхăтра тишкермелли ыйтусен йышĕнче продукцие вырăнтах тирпейлемелли майсене ĕçре кĕртессине анлăлатасси пулнине палăртрĕ. Бизнеса аталанатарас ĕçе чăрмав кăларса тăратакан сăлтавсене пĕтересси те тĕп тĕллевсен шутĕнче. Бизнесри тавлашусене Уголовнăй кодекспа усă курса мар, арбитраж тата административлă шайра татса памалла текен шухăша та ырлатăп. В.Путин шухăшĕпе тĕрĕслевсен шучĕ чакса пымалла — тĕрĕслевçĕсем предприятисене уйрăм тĕслĕхсенче кăна пыма пултарччăр.

Çав вăхăтрах бизнесăн та патшалăх умĕнчи яваплăх пирки манмалла мар. Çитес 6 çулта мĕн пур пулăшу ĕçĕпе электронлă мелпе усă курассине тивĕçтермелле. Паха сĕнỹсем ĕçлеме хавхалантараççĕ.

Елена ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code