Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эфирти цифра телевиденийĕ

Эфирти цифра телевиденийĕ

2018 çулхи июль уйăхĕнчен тытăнса «Эфирти цифра телевиденийĕн сигналне пысăк йышпа йышăнмалли тытăмсем» Р 580020-2017 патшалăх стандарчĕ вăя кĕнĕ. Çĕнĕ ГОСТпа килĕшÿллĕн телевидени сигналне пысăк йышпа йышăнмалли тытăмсемпе мĕн пур нумай хваттерлĕ çурта тивĕçтермелле.

Çĕнĕрен тăвакан пурăнмалли çуртсенче тивĕçлĕ оборудование вырнаçтарассине проекта туса хатĕрленĕ чухнех шута илеççĕ. Маларах туса лартнă нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем вара асăннă оборудование вырнаçтарма управляющи компанирен пулăшу ыйтма пултараççĕ.

«Паян Чăваш Республикинче пурăнакансен 99 ытла проценчĕ эфирти цифра телевиденийĕн 10 каналне курма пултарать. Çулталăк вĕçнелле вĕсен çумне тата 10 канал хутшăнмалла. Хальлĕхе асăннă çĕнĕлĕхпе Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем усă кураççĕ.

«Цифра» телевиденине пăхма хальхи йышши телевизор е DVB-Т2 стандартлă цифра приставки тата антенна кирлĕ. Эфирти цифра телевиденийĕн сигналне пысăк йышпа йышăнмалли тытăмсем нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансемшĕн лайăх тата шанчăклă мел», – тесе палăртать «Раççей телевиденийĕпе радиовещани сечĕ» федераци патшалăх унитари предприятийĕн филиалĕн «Чăваш Республикинчи радиопа телевидени центрĕн» директорĕ Дмитрий Авербах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code