Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куравра – Елчĕк ялĕн сăн-сăпачĕ

Куравра – Елчĕк ялĕн сăн-сăпачĕ

Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Атăлçи федераци округĕнчи музейсем хушшинче «Истоки. Рожденные на Волге» проект ĕçлеме тытăнчĕ. 56 музей хушшинче Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ те пур.

Проект 14 республикăпа облаçе пĕрлештерчĕ. Вĕсенче 30 миллиона яхăн тĕрлĕ тĕне ĕненекен тата чĕлхепе калаçакан çынсем пурăнаççĕ. Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче Чĕмпĕр хулинче проекта пĕтĕмлетсе регионсен хушшинчи фестиваль иртрĕ. Унта фольклор коллективĕсем те пухăнчĕç. Гончарев ячĕллĕ тăван тавралăх музейĕ умĕнче Самар, Сарă Ту хулисенчен, Чăваш Ен, Мари Эл, Удмурт республикисенчен килнĕ фольклор ансамблĕсем концерт кăтартнă. Чи интересли вара – Атăлçи федераци округĕнче пурăнакан халăхсен тумĕсене тăхăнса дефиле кăтартни. Çак уявра куракансем 14 регионти музейсенче вырнаçнă 200 яхăн экспонатпа паллашнă.

Мускав хулинчи халăх пултарулăх музейĕ те вырăс халăх тумтирĕпе, çи-пуçĕпе паллаштарнă. Пирĕн республикăпа паллаштаракан курава Шупашкарти наци музейĕ йĕркеленĕ. Чăваш хулисемпе ялĕсене сăнлакан стенд çинче Елчĕк ялĕн XX ĕмĕрте ÿкернĕ малтанхи сăн ÿкерчĕкĕсем те вырăн тупнă. Октябрь уйăхĕнче Чулхулара пĕрлехи проектăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕ иртет.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code