Суббота, 25 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Сусăр çынсене — ĕç вырăнĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă черетлĕ ларура сусăр çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă саккун проектне тишкернĕ.

2018 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 35-100 çын ĕçлекен предприятисемпе организацисенче çак категорири çынсем 2 процентран кая мар пулмаллине палăртнă. Енчен те коллективра 100 çынран та ытла пулсан, кунта ĕçлекен сусăр çынсен йышĕ 3 процент таран пулмалла. «Саккун проектне йышăнсан сусăр çынсем валли тата çĕнĕ 500 ĕç вырăнĕ туса пама май парĕ», — тенĕ Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хỹтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Лариса Арсентьева.

252 çурта тĕпрен юсаççĕ

Кăçал Чăваш Енре нумай хваттерлĕ 252 çурта тĕпрен юсама палăртаççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ планеркăра малтанах нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе ĕçлекен регионти фонд ĕçне хак панă.

Организацин генеральнăй директорĕ О.Епифанова 2014 çултанпа — çак программа ĕçе кĕнĕренпе республикăра пурĕ 736,9 пин çын пурăнакан нумай хваттерлĕ 1101 çуртра (пурĕ 17,5 миллион тăваткал метр) капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçланине, çак ĕçсене тума фонд укçи-тенкинчен 1670 миллион тенкĕ тăкакланине палăртнă. «Республикăри программăна кĕртнĕ кашни пиллĕкмĕш çурта тĕпрен юсанă», — тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев çуртсенчи юсав ĕçĕсен пахалăхĕ пирки кăсăкланнă. «Пирĕн тỹрĕ кăмăллă подрядчиксемпе ĕçлемелле, яваплăха туйманнисене пăрахăçламалла. Çакă малашне те тĕп ыйту пулса тăтăр», — тенĕ регион Пуçлăхĕ.

Искусство шкулĕсене пулăшаççĕ

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче культура валли федераци бюджетĕнчен панă субсидисене валеçес ыйтупа культура министрĕ Константин Яковлев сăмах илнĕ.

Мускав республикăри искусство шкулĕсен пурлăхпа техника бази валли 165 пин тенкĕ уйăрнă. Чăваш Ен бюджетĕнчен — тата 70,7 пин тенкĕ. Укçана кама парассине палăртма конкурс ирттернĕ — Вăрнарсене пулăшма йышăннă.

Фестиваль вĕçленнĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш кĕвви-çеммин фестивалĕ хупăннă.

Аса илтеретпĕр: фестивале пуçласа 2011 çулта чăваш музыкипе паллаштарас тата ăна халăхра анлăрах сарас тĕллевпе ирттернĕ.

Чăваш халăхĕн ылтăн çỹпçине кĕнĕ произведенисен уявĕ гала-концертпа вĕçленнĕ.

Çĕнтерỹçĕсем паллă

2018 çулхи Тĕнчери футбол чемпионатне халалланă «Хĕллехи фотоканикул» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Викторина йĕркелỹçи — «Çарпа патриот воспитанийĕн ЮНИТЕКС центрĕ». Ыйтусене хуравланисĕр пуçне хутшăнакансем кăсăклă сăн ỹкерчĕксем тата сăвăсем ярса панă.

Конкурса республикăри 18 районпа хуларан 216 ĕç тăратнă. Аслă ушкăнра Елчĕк шкулĕнчи Анастасия Чернова мала тухнă.

Сывлăха çамрăкран упра

«Волонтер медиксем» Пĕтĕм Раççейри общество юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем çамрăк ăрăвăн сывлăх сыхлавĕн пĕлĕвне ỹстерессишĕн тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ.

Шупашкарти В.Маяковский ячĕллĕ библиотекăра «Сывлăха çамрăкран упра» фестиваль иртнĕ. «Волонтер медиксем» юхăм хастарĕсем — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Шупашкарти медицина колледжĕн студенчĕсем. Пĕтĕмпе 200 яхăн çын. Вĕсем уçă уроксем ирттереççĕ, профилактика лекцийĕсем вулаççĕ.

«Урă» регионсен йышĕнче

Çĕршывра 2017 çулхи «урă» регионсен рейтингне хатĕрленĕ. Чăваш Ен унта — 24-мĕш йĕркере.

Малти вырăнсене Чечня, Ингуш, Дагестан республикисем йышăннă. Чи «ĕçекен» регионсем — Бурят Республики, Ненец автономи округĕпе Магадан облаçĕ. Пирĕн республикăн кăтартăвĕ, 2016 çулхипе танлаштарсан, лайăх енне улшăннă. Çавна май Чăваш Ен темиçе картлашка хăпарнă. Рейтинга регионсенче эрех-сăра мĕн чухлĕ ĕçнине тишкерме хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code