Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçе, чыса мала хунă

Тивĕçе, чыса мала хунă

Афган вăрçи çинчен çĕршывра малтан та, ун хыççăн та сахал çырнă. Пирвайхи çулсенче салтаксене Афганистана куçарасси çинчен пĕлтермесĕрех чикĕ урлă илсе каçнă. Нумай-нумай салтак хăй Афганистанра службăра тăнине пĕлтерме те тăрăшман, ашшĕ-амăшне хуйхăртасшăн пулман.

Юлашки çулсенче афган вăрçин ветеранĕсене хисеплеме тытăнчĕç, ку вăл çакăн пек пулмалла та ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем присягăна пăхăнса çĕршыв умĕнче хăйсен салтак тивĕçне пурнăçланă. Афганистан çĕрĕ çинче çапăçса пĕрисем çар наградисемпе сывă таврăннă, теприсем сусăр пулса юлнă, виççĕмĕшсем вара ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. 19-22 çулхи çамрăксем кăра та шелсĕр тăшманпа çапăçса пуç хунине, кирек мĕн каласан та, ăспа хакласа чунпа йышăнма питĕ йывăр. Тăшманĕ вара — террор ушкăнĕсемпе ук-çашăн пуç касма хатĕр, тăванне шеллемен çынсем.

Совет салтакĕ пур çĕрте те паттăрлăх кăтартнă, афган халăхне тĕрлĕ майпа пулăшу пама тăрăшнă. Туссем пек тĕл пултăмăр, тăвансем пек уйрăлтăмăр тенĕ Афганистан Республикин мирлĕ халăхĕ пирĕн салтаксене тав туса.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи каччăсемпе хĕрсем те Афганистан çĕрĕ çинче хастарлăхпа палăрнă, çавăнпа та вĕсен ячĕсене асăнмасăр хăварар мар.

Акă вĕсем — Николай Григорьев, Анатолий Дмитриев, Владислав Елисеев, пĕр тăван Борис тата Людвиг Кудрявцевсем, Раиса Лисицына, Виталий Овчинников, Александр Портнов, Владимир Самаков, Николай Тарасов. Александр Константинов «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», Валерий Леонтьев, Игорь Мясников «Хăюлăхшăн» медальсене илме тивĕç пулнă. Аслă Пăла Тимешри шкул ачисем салтак-интернационалистсем çинчен паха материалсем пуçтарса ятарлă альбом хатĕрленĕ. Шкул ачисем май килнĕ таран ялта пурăнакан афганецпа В.Елисеевпа тĕл пулусем ирттерме тăрăшаççĕ.

В.ПЛОТНИКОВ.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: В.Елисеев шкул ачисемпе пĕрле ялти библиотекăра Н.Малышкинăн «Чыслăх салтакĕсем» кĕнекипе паллашнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code