Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕлле хурчĕ евĕрех, шав ĕçре эс, шав ĕçре…

Вĕлле хурчĕ евĕрех, шав ĕçре эс, шав ĕçре…

Пултарулăх таса çăлкуç евĕр тапса тăрать хăш та пĕр этемре. Çав пултарулăха илемлĕ те пуян чĕлхемĕр урлă кăтартса парасси — çỹлтен панă парне.

Хăйĕн пурнăçне тỹрремĕнех çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассипе çыхăнтарнă Галина Енейкина пуян чĕлхемĕрпе пĕлсе усă курнăран пултарулăх кăвайтне вĕрентекенĕсенче те тивертет, ăна çул уçса парса малалла та аталантарать. Шкулта вĕрентме пуçласанах вăл «Çамрăк çеçпĕлсем» литература кружокне йĕркеленĕ, ăна паянхи кун та чунне парса ертсе пырать. Педагог ĕçне чунтан парăннине кружок членĕсем çулсеренех район тата республика шайĕнчи конкурссемпе фестивальсенче, конференцисенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнни, юлашки çулсенче унăн 6 вĕренекенĕ Василий Эктел ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕсен ятне тивĕçни лайăх çирĕплетет.

Г.Енейкина «Чăваш Республикинчи вĕрентекенсен ассоциацийĕн» чăваш чĕлхипе литература секцийĕн активлă членĕ. Çитĕнекен ăру чăвашлăхшăн çунтăр, пултарулăхне ỹстертĕр тесе хăй те час-часах район тата республика шайĕнче конкурссемпе фестивальсем йĕркелет. Галина Леонидовнăн пуян ĕç опытне Чăваш ен шайĕнче те ырлаççĕ. Республикăри вĕрентекенсен пĕлĕвне ỹстерекен институтăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пултарулăх ушкăнĕн активлă членĕн пахалăхлă вĕрентỹ материалĕсем районпа республикăра тухса тăракан хаçатсемпе журналсенче пичетленеççĕ. Ĕçри çитĕнỹсемпе палăрса 2009 çулта Г.Енейкина Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне илме тивĕç пулни вăл тĕрлĕ енлĕ аталаннă тата анлă тавракурăмлă пулнине кăтартса парать.

Ĕçри юлташăмăр пултаруллă сăвăç, юптаруçă. Унăн хайлавĕсем «Тăван Атăл», «Ялав», «Халăх шкулĕ» журналсенче кун çути курсах тăраççĕ. Сăввисенче тĕнчене хăйне май туйса тата тарăннăн ăнланса хакласси аван курăнать. Хайлавĕсенчи тĕп сăнар — çут малашлăх çинчен ĕмĕтленекен, ăспа та пултарулăхпа палăракан, йывăрлăхсенчен хăрамасăр малалла чĕнекен çын. Ача-пăчана халалласа та сăвăсем çырать. Пултаруллă сăвăçăн тарăн та философилле шухăшсемлĕ сăввисем чăваш радио передачисенче те илемлĕн янăраççĕ. Чăваш чĕлхин, тăван халăхăн шăпи те хумхантарать поэта. Çав вăхăтрах вулакан чун-чĕрине хĕпĕртỹ, мăнаçлăх туйăмĕпе хĕмлентереççĕ вĕсем. Сăвăçăн пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашсан çутçанталăкпа унти чĕрĕ чунсене, тус-юлташа тата та хаклама, вĕсемшĕн тăрăшса ĕçлеме, пурнăç çине урăхларах пăхса юратма тытăнатăн, чунпа тасалатăн. «Чуну таса пулсан», «Ĕмĕрхи илемлĕх йĕрĕпе» сăвă кĕнекисен авторĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем темиçе теçеткерен те иртеççĕ. Вĕсен хушшинче чи сумлисем: Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ тата наука министерствин, Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисем, наци культурине аталантарма пулăшнăшăн Чăваш наци конгресĕ панă Хисеп хучĕ тата ытти тĕрлĕ дипломсем. Елчĕк районĕнчи вĕрентекенсен гимнĕн авторĕн пултарулăхне манăн пархатарлă ĕçре пысăк çитĕнỹсем суннă май çакăн евĕр сăввăмпа та палăртас килет:

Ĕçчен хурт сĕрле-сĕрле,
Пуçтарать пыл вĕллере,
Вĕлле хурчĕ евĕрех
Шав ĕçре эс, шав ĕçре.

Пуринчен малта ялан,
Тăрăшан чунтан-вартан,
Эс вĕрентнĕ ачасем —
Санăн çывăх çыннусем.

Сăвăсем шăрçалама,
Конкурсра та тупăшма
Вăй-хална ăçтан илен?
Тупата, тĕлĕнтерен.

Куçунта хĕлхем çиçет,
Чуну ирĕкре вĕçет,
Пултарулăхна кура
Хисеплеççĕ-çке сана.

Пулăшатăн кашнине
Ыр канаш-сĕнỹсемпе,
Эсĕ пирĕншĕн — тăван,
Юрататпăр кăмăлтан.

Чун-чĕрỹ пит ырă сан,
Кирек кам чунне уçан,
Пысăк тав ыр кăмăлна,
Ырлăх сапакан чунна.

Нина ЛЕВАЯ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code