Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре — пысăк вăй

Пĕрлĕхре — пысăк вăй

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннипе пулса иртнĕ черетлĕ канашлăва пĕлтерĕшлĕ мероприятисен ĕçне хак панинчен пуçларĕ.

— Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă культурăпа спорт уявĕ чăннипех çÿллĕ шайра иртрĕ. Хĕрарăмсем кулленхи ĕçре анчах мар, спорт ăмăртăвĕсенче те пысăк ăсталăхпа тупăшнине тепĕр хутчен хамăр куçсемпе курса ĕнентĕмĕр, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Ял тăрăхĕсемпе районти предприятисемпе организацисенчен тăратнă ушкăнсем /пурĕ 13 команда 9 тĕрлĕ тупăшура вăй виçнĕ/ тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăннипе кăсăкланса паллашнă Николай Петрович асăннă мероприятие йĕркелекенсене те чĕререн тав тунине палăртса каланă май, хĕрарăмсен юхăмне аталантарассинче пысăк тÿпе хывнăшăн районти хĕрарăмсен канашĕн председательне Евгения Михайловăна район администрацийĕн Тав çырăвне парса чыс турĕ.

Мартăн 8-мĕшĕ умĕн районта кăçалхипе 15-мĕш хут иртекен культурăпа спорт уявĕн пĕлтерĕшĕ те кашни çул ÿссе пыни туйăнать. Кашни хутĕнче пархатарлă тĕслĕхе курса çĕнĕрен те çĕнĕ командăсем йĕркеленни, вĕсем тĕрлĕрен ăмăртусене пысăк хастарлăхпа хутшăнни, болельщиксен хисепĕ те çулсерен ÿссех пыни çакна уçăмлăн çирĕплетсе парать. Пĕрлĕхре вара, чăннипех, пысăк вăй.

Сăмах май, пирĕн районти хĕрарăмсем республика шайĕнче йĕркелесе ирттерекен тĕрлĕрен мероприятисене те хастаррăн хутшăнаççĕ. Çуркуннепе килекен çак илемлĕ уява халалласа нумаях пулмасть республикăн тĕп хулинче йĕркелесе ирттернĕ «Хĕрарăм-ертÿçĕ» конкурсра та Елчĕк районĕн маттур та пултаруллă хĕр-пикине чи лайăххисен шутне хурса хаклани савăнтарать. Районти халăха тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен «ЭлектроНИКС» салон ертÿçи Галина Никифорова «Ял хĕрарăмĕ-предприниматель» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăни, чăннипех, пуриншĕн те пысăк чыс.

Çурт-йĕр тăвассипе тата ăна юсассипе, ăшă энергийĕпе тивĕçтерессипе, йăлара усă курнă хытă каяшсене турттарса утилизаци тăвассипе тимлекен «Стройэнергосервис» ОООн 2017 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе Александр Нягин директор паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра 24 çынна, хĕрÿ ĕç чухне 30 ытла çынна пĕрлештерсе тăракан строительство организацийĕ отчетлă тапхăрта 26 миллион та 407 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Çулталăкри таса тупăш пайĕ 1 миллион та 385 пин тенкĕпе танлашнă. Хамăр районта анчах мар, Пăрачкавра, Улатăрпа Йĕпреçре çурт-йĕр хăпартнă, юсанă çĕре хутшăнма тивĕç çĕнсе илни те строительсен ушкăнне малашне шанса панă ĕçре тата тимлĕрех, пуçаруллăрах пулма хистет.

Çитес кунсенче, мартăн 18-мĕшĕнче пулса иртекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне хутшăнасси — кашни çыннăн гражданла тивĕçĕ. Раççей пуласлăхĕшĕн пурин те пĕр çын пек кар тăмалла — ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттермелле. Çакна тĕпе хурса район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи, Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Леонард Левый иртнĕ шăматкун 5 ял тăрăхĕнчи 16 суйлав участокне çитсе курнă, вĕсенче çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерессипе хатĕрленÿ ĕçĕсене епле пурнăçланипе кăсăкланнă. Вăл уйрăмах Вырăскасси ялĕнчи суйлав участокĕнчи лару-тăрупа питех те кăмăлсăр пулни палăрчĕ. Леонард Васильевич кунти культура çурчĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕренпе /ăна улăштарма района уйăрнă тĕллевлĕ укçа-тенкĕрен 1 миллион та 811 пин тенкĕ! янă/ — август уйăхĕнчен вара та пысăк зала тирпейлеме, тасатма ерçеймен. Ку чухне суйлава хаваслă кăмăл-туйăмпа пыракан çыннăн кăмăлĕ хуçăлмĕ-и;

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code