Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Республика кунне хатĕрленсе

Республика кунне хатĕрленсе

ЧР Культура министерствинче 2018 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн членĕсем пуçтарăннă. Ларăва Константин Яковлев министр ертсе пынă.

«Пирĕн тĕллев — Республика кунне тивĕçлĕ шайра ирттересси. Пур мероприятие те лайăх хатĕрленесчĕ, унта хамăрăн ăсталăха, ĕçченлĕхе пур енĕпе те уçса парасчĕ», — тенĕ Константин Геннадиевич.

Кăçал Республика кунне халалланă мероприятисен пысăк пайĕ Красноармейски районĕнче иртĕ. Çавăнпа та ку тăрăхра тирпей-илем кĕртесси пĕрремĕш вырăнта тăрать. Унсăр пуçне ларура уява йышăнакан лаптăксене хитрелетесси, культурăллă-массăллă тата спорт мероприятийĕсене ирттересси пирки те калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code