Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Грипран сыхланар

Грипран сыхланар

Грипп сывламалли органсене вирус лекнипе пулакан анлă сарăлнă чир. Ытларах сĕлеке е сывлăш урлă ерет.

Чире грипп вирусĕ пуçарать. Сунасланă, ÿсĕрнĕ е калаçнă чухне сурчăкăн вĕтĕ тумламĕсем урлă вирус сывлăша сарăлать, унта темиçе сехет хушши упранма, ытти çынна ерме пултарать. Вирус сăмса тутри, ал шăлли, савăт-сапа, теттесем урлă та ерет. Çавăн пекех чир микробсенчен лекет. Çак чирпе ватти те, çамрăкки те чирлет. Уйрăмах çын йышлă çÿрекен вырăнсенче — шкулта, культура çуртĕнче, больницăра тата ытти те — анлă сарăлать грипп. Чир çивĕччĕн пуçланать, шăнтать, пĕтĕм шăм-шак тата пуç ыратать, вăй пĕтет, ÿт температури 38-40 градуса çити ÿсет. Иккĕмĕш-виççĕмĕш кунĕнче типĕ ÿслĕк пуçланать, сунаслаттарать, сăмса юхать.

Мĕнле кĕрешмелле-ха чирпе; Чи малтанах грипп ытти çынсене ан ертĕр тесен чирлĕ çынна сыввисенчен уйрăм вырнаçтармалла, участокри тухтăра е медсестрана чĕнмелле, вĕсем хушнисене çирĕп пурнăçламалла. Пÿртри пÿлĕмсене час-часах уçăлтармалла, урайсене тата сĕтел-пукана нÿрлĕ татăкпа тасатсах тăмалла. Чирленĕ çыннăн уйрăм савăт-сапапа, алшăллипе усă курмалла, вĕсене вĕретсе çусах тăмалла. Грипран сыхланас тесен çавăн пекех оксолин маçĕпе усă курмалла, «Ундевит», «Ревит», «Гексавит» витаминсем ĕçмелле. Организма çирĕплетме рациона витаминсемпе пуян пахча çимĕç, улма-çырла кĕртмелле. Чиртен сыхланас тесен ыхрапа сухан çинчен те манмалла мар. Вĕсем вируса хирĕç кĕрешнисĕр пуçне иммунитета та çирĕплетеççĕ. Грипран сыхланмалли чи лайăх мел — организма тăтăшах пиçĕхтерни, тĕрлĕ ваннăсем туни, сивĕ шывпа сăтрăнни. Çак сĕнÿсемпе усă курсан, асăннă чиртен сыхланма е ăна çăмăллăн ирттерсе яма май килĕ. Чирлесен тухтăртан пулăшу ыйтмасăр хăвăр тĕллĕн сипленни те хăрушă пулнине асра тытăр.

И.УБАСЕВА,
эпидемиолог тухтăр пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code