Уй-хир вăхăтлăха канать пулин те, тĕш тырă культурисен тата нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессипе, вĕсене сутассипе ятарласа ĕçлекен «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн йĕтем территорийĕнче хĕл каçипе тенĕ пекех çуллахи вăхăтринчен кая мар хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать.
Вăрлăха алласа тасатассипе ушкăнсене пайланса тăрăшакансен ĕçĕ çур аки умĕн тата тăкăсрах пулни каламасăрах паллă. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче ку енĕпе — вăрлăх туса илессипе, сутассипе ытларах та палăрнă, ят-сум çĕнсе илнĕ «Комбайн» хуçалăхран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен, нумай çул ÿсекен курăксен пахалăхлă вăрлăхĕсене туянас текен ял хуçалăх организацийĕсен хисепĕ ÿссех пырать: Чăваш Республикинчи районсенчен пуçласа ют республикăсемпе облаçсем таранах. Гурий Федоров председательпе тĕл пулнă, кулленхи ĕç-хĕл пирки калаçнă вăхăтра та çак ыйтупа Киров облаçĕнчен шăнкăравларĕç.
— Малтан та вĕсем пиртен элита репродукцири урпан Владимир сортне 40 тонна туянчĕç, халĕ çак сортри пĕрремĕш репродукцие пурĕ 20 тонна ыйтаççĕ, — терĕ Гурий Иванович. Май пулнипе усă курса унран ытти ыйтусем çине те хурав пама ыйтрăмăр.
— Вăрлăх туса илессипе тата вĕсене сутассипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх йышĕнче пулма çăмăл-и?
— Кашни ĕçĕн хăйĕн кăткăслăхĕ, хăйне евĕрлĕхĕ. Апла пулин те, хальхи вăхăтпа илес пулсан, вăл ÿсен-тăран отраслĕнче чи тупăшли шутланать. 20 çул каяллах мĕн тери пысăк йывăрлăхсене парăнтарса пикеннĕ çак ĕçе халĕ пăрахас та çук. Мĕншĕн тесен ку тĕлĕшпе тухăçлă вăй хума халĕ пирĕн хуçалăхра пĕтĕм услови пур. Кашни çул тухăçлăрах ĕçлеме, патшалăх шайĕнчи çирĕп тĕрĕслевсен йĕркисене те хăнăхса пыратпăр. Сутлăх вăрлăха — кашни культурăна, унăн сортне, репродукцине кура, çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн, уйрăм кĕлет-складсенче упратпăр. Çак тĕллевпе юлашки çулсенче анчах ятарласа çĕнĕ 5 объект туса лартнă.
Уй-хиртен килекен тырра тĕпрен реконструкци туса çĕнетнĕ «Белогорье» Б1-ВЦС 50 йышши агрегатпа усă курса алласа тасататпăр. 2016 çулта унпа юнашарах тĕш тырă типĕтекен СТЗ-16 йышши комплекс вырнаçтартăмăр. Иртнĕ çулхи çумăрлă çанталăк условийĕнче унпа усă курма тата меллĕ пулчĕ. Пĕтĕмпе çапса тĕшĕленĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 25 процентне ?пурĕ 1200 тонна/ типĕтме май пулни умри пысăк йывăрлăхран çăлса хăварчĕ. Лайăх типĕтсе кĕртнĕ тыр-пул пахалăхĕшĕн хĕл каçипе те пăшăрханса шухăшламалли пулмарĕ. Хĕрÿ вăхăтра хăватлă машинăсене тухăçлă ĕçлеттерме пултарнă Владимир Марковпа Владимир Сынкова — пысăк тав сăмахĕ.
— Ĕçри ăсталăха алла илме пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ 2017 çулхи вырма умĕнхи республика шайĕнчи семинар-канашлу ахальтен мар сирĕн хуçалăхра иртрĕ. Ун чухне пурте уй-хирĕрсем епле илемлĕ пулнине курса тĕлĕнчĕç.
— Чи пысăк репродукцири — ПР-1, ПР-2, ПР-3, РМС йышши вăрлăхсемпе кашни çул анлăн усă куратпăр.
Ятарласа тĕпчев ĕçĕ ирттерес тĕллевпе иртнĕ çул куккурусăн 22 тĕрлĕ сортне çитĕнтертĕмĕр. 121 гектар çинчи пăрçа та ахаль йышши пулмарĕ. Палăртнă лаптăкăн 20 гектарĕ пирĕн регионра сăнавра тăракан Кормовой усатый ятлă сорчĕ пулчĕ. Пăрçан Варис сорчĕ те ПР-2 репродукцири, ытти лаптăксенче те чи лайăх — Фрегат, Дударь сортсем çитĕнчĕç. Семинар-канашлăва хутшăннисене те шăпах çак анасене кăтартрăмăр.
Паллах, çак вăхăтчен мĕн тунипе анчах лăпланса ларма шутламастпăр. Пирĕн кашни кунхи тивĕç, тĕллев — çĕнĕлĕхсене алла илесси, туянакана чи лайăх вăрлăхсемпе тивĕçтересси. Ун чухне тин çак ĕçре малашнехи ăнăçусене шанма пулĕ.
— Кăçал сутмалли чи лайăх вăрлăх тата нумай-и?
— Тĕш тырă тата нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене эпир кашни çул 900 тоннăран кая мар сутма пултаратпăр. Пурин валли те сертификат илнĕ. Çак вăхăтчен Киров, Чулхула, Ленинград облаçĕсенчи, хамăр республикăри Шăмăршă, Вăрнар районĕсенчи ял хуçалăх организацийĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернине палăртатăп.
Вĕсем пиртен 200 тонна яхăн тĕрлĕрен культурăсен вăрлăхĕсене туянчĕç. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем те чылайăш пирĕн пата çак ыйтупа тухрĕç. Вĕсене те кĕттерместпĕр, çийĕнчех вăрлăхпа тивĕçтерме шантартăмăр. Мĕншĕн тесен вăрлăха харăсах виçĕ агрегатпа /иккĕшĕ — «ПЕТКУС», тепри — «САД» йышши/ алласа тасатма ĕлкĕрсе тăни ĕç хăвăртлăхĕпе тухăçлăхне ÿстерет. Киров облаçĕнчи ял хуçалăх организацийĕ пирĕн хуçалăх сутакан вăрлăх пахалăхĕ лайăх пулнине курса ĕненнĕрен, паллах, тепĕр хут çыхăнăва тухрĕ. Мĕншĕн тесен иртнĕ çулхи çумăрлă çанталăк акма усă курмалли вăрлăхра — супер элита е элита-и вăл — бактери, кăмпа чирĕсем саракан микробсене аталанма майсем туса пачĕ. Кăçал вăрлăхăн пысăк пайĕ пăнтăх чирĕпе сиенленнине те пытараймăн. Пирĕн вара, нÿрĕк тырра ятарлă комплекспа усă курса лайăх типĕтме май пулнăран, вăрлăх пахалăхĕ пирки никамăн та тиркешсе калаçма сăлтав çук.
Хальхи вăхăтра эпир Дударь /2 репродукци/, Варис /ПР-2/, Фрегат /РНС/ — пăрçа, Адамо /1 репродукци/ — сĕлĕ, Владимир /супер элита, элита тата 1 репродукци/ — урпа, Симбирцит /супер элита, элита/, Экадо 109 /супер элита, элита/ — çурхи тулă, Льговская 22 /супер элита, элита/ — вика, Сарга /1 репродукци/ — люцерна вăрлăхĕсен çак сорчĕсене ирĕккĕнех сутатпăр. Çакна аса илтерни те вырăнлă тесе шутлатăп: пĕчĕк ял хуçалăх организацийĕсене, хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсене хамăр патăмăртан туянакан вăрлăха им-çамласа пама та пултаратпăр.
— Черетлĕ ака ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленесси, Гурий Иванович, хуçалăхра епле пырать?
— Усă курма тара илнĕ çĕр лаптăкĕсене шута илсен, ÿсен-тăран культурисене 2617 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Паллах, пĕтĕм анара чи лайăх вăрлăхсемпе анчах усă куратпăр. Минераллă удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе те туллин саппасланнă.
Тÿррĕнех акана хутшăнакан механизаторсемпе водительсем, им-çампа ĕçлекенсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă ĕнтĕ. Ял çыннин хаклă вăхăтне перекетлес тĕллевпе районти тĕп больницăри тухтăрсене вырăна — Кавалти фельдшерпа акушер пунктне чĕнсе илтĕмĕр. Çитес кунсенче ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе вĕренÿ йĕркелетпĕр.
Апрелĕн 6-мĕшĕнче, графикпа килĕшÿллĕн, çур акине хутшăнакан тракторсемпе прицепсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма хатĕрленетпĕр.
Юлашки çулсенче тыр-пул хакĕ тивĕçтерменни — йÿнĕ пулнине шута илсе çĕнĕ мелсемпе усă курмаллине, техника культурисене çитĕнтерессипе тимлеме кирлине ăнланатпăр. Çакна шута илсе кăçал 100 гектар çинче рапс акса хăварасшăн. Палăртнă ытти ĕçсем те пурнăçланмалли тĕллевсем.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.
Сăн ÿкерчĕкре: Мария Никитина, Раиса Степанова, Владислав Степанов бригадир, Галина Кузьминова, Владимир Изратов хĕрÿ ĕçре _ вĕсем ÿсен-тăран культурисене вăрлăхлăх алланă çĕрте тăрăшаççĕ.