Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вут-кăвартан сыхланмалла

Вут-кăвартан сыхланмалла

Пĕрлехи информаци кунĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова, Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Романова пулчĕç, вĕсем Елчĕк тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенчи активпа курнăçрĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене тишкернĕ май ертÿçĕсем Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен пурăнмалли вырăнĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен», «Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли тата вĕсене сывлăх тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшмалли хушма майсем çинчен» Указĕсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕç. Пĕрремĕш указпа килĕшÿллĕн района 1,5 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Унпа ялсенчи урамсене, нумай хваттерлĕ çуртсен тата социаллă-культурăллă тытăмсен объекчĕсемпе çыхăнтаракан картишсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртме, тротуарсене юсама усă курĕç. Тепĕр указра ачасен сывлăхне çирĕплетесси тата вĕсене шывра ишме вĕрентесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă, ăна пурнăçлама Чăваш Ен бюджетĕнче 18 миллион та 858 тенкĕ пăхса хăварнă. Республикăри физкультурăпа сывату комплексĕсенчи тата вĕренÿ организацийĕсенчи 60 бассейнра тÿлевсĕр занятисем ирттерме палăртни ачасене ишме вĕренме пулăшĕ çеç мар, вĕсен сывлăхне те çирĕплетĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем шутне кĕртнĕ пушартан асăрханас ыйтăва райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый хускатрĕ. Вăл инкексен тĕслĕхĕсем пирки каласа панă май «хĕрлĕ автанран» сыхланмалли правилăсене çирĕп пăхăнмаллине, ку енĕпе ачасене те асăрхаттарсах тăмаллине асăнчĕ. Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсенче, каникул кунĕсенче вут-кăвартан уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code