Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работника культуры

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работника культуры

Чăваш Республикин культурăпа искусствăсен хисеплĕ ĕҫченĕсем! Отраслĕн хаклă ветеранĕсем! 

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Культура отраслĕнче вăй хума пысăк пултарулăхпа чун туртни, хас­тарлăх тата курăмлă  ĕҫлеме пĕлни кирлĕ. Пуҫаруллă та пултаруллă ҫынсем пи­рĕн пурнăҫа ҫутăрах тата пуянрах тăваҫҫĕ. Вĕсем пулăшнипе эпир ис­кусство произведенийĕсен пĕлтерĕшне ăнланса ăса хыватпăр, му­зыкăпа, ли­тера­турăпа, историпе, сăрă  ÿнерĕпе тĕплĕнрех те ҫывăхрах паллашат­пăр.

Культура тата йăла-йĕрке сывă пулсан халăх та чĕрĕ. Об­щест­вăн пат­риотлăхпа ҫемье хаклăхĕсене вăй парса тăракан ăс-хакăл никĕ­сĕсене те вĕсемех хываҫҫĕ. Ҫав еткерлĕхĕн управҫисем вара шă­пах пултарулăх спе­циаль­ноҫĕсене алла илнĕ ҫынсем шутланаҫҫĕ, вĕсем хăйсен нумай ен­лĕ  ĕҫĕпе пархатарлă ҫут ĕҫне малалла аталан­тараҫҫĕ.

Культура ĕҫченĕсем ҫитĕнекен ăрăва воспитани парас, рес­пу­бли­кăра пурăнакансен пултарулăх вăй-халне аталантарас енĕпе тăвакан ĕҫĕн пĕлтерĕшĕ калама ҫук пысăк. Эпир Чăваш Ен ҫĕршывăн культура цен­трĕсенчен пĕри пулнипе мăнаҫланатпăр, Пĕтĕм Раҫҫейри тата тĕн­чери фестивальсемпе конкурссенче тăван регион чысне хÿтĕлекен уш­кăн­семпе уйрăм юрăҫсен ҫитĕнĕвĕсемшĕн савăнатпăр.

Культурăна аталантарасси тата пулăшса пырасси яланхи пекех пат­ша­лăхăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче. Отрасль валли уйăракан укҫа-тенкĕ калăпăшĕ ҫулсерен ÿссе пырать. Культу­рăпа кану учре­ж­де­ни­йĕ­сен ты­тăмне аталантарассипе тата культурăпа искусство учрежде­нийĕсен пур­лăхпа тех­ника никĕсне ҫирĕплетессипе ҫыхăннă анлă ĕҫ малалла пы­рать.

Чăваш  Ен культурăн хисеплĕ  ĕҫченĕсем! Эпир сире общество ата­ланăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата историпе культура еткерлĕхне ти­вĕҫ­лĕн сыхласа упранăшăн тав тăватпăр.

Пархатарлă  ĕҫĕр сире савăнăҫ кÿтĕр тата сирĕн хăвăр чун ăшшине, пул­тарулăхăрпа ăсталăхăра парнелекен ҫынсен чыс-хисепне тивĕҫ­мелле пултăр.

Сире пĕтĕм чунтан ҫирĕп сывлăх, уяв кăмăл-туйăмĕ, ырлăх, пулта­рулăхра ҫитĕнÿсем тата хавхалану сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                              Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые работники культуры и деятели искусств Чувашской Республики! Дорогие ветераны отрасли! 

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

Работа в отрасли культуры требует таланта, призвания, большой самоотдачи и умения созидать. Инициативные, творческие люди делают нашу жизнь ярче, насыщеннее и интереснее. С их помощью мы постигаем смысл произведений искусства, приобщаемся к музыке, литературе, истории, живописи.

Народ жив, пока живы его культура и традиции. Это те духовные основы, которые поддерживают патриотические и семейные ценности общества. Хранителями этого наследия и являются представители творческих специальностей, чей многогранный труд служит благородному делу просвещения.

Работники культуры играют огромную роль в воспитании подрастающего поколения, развитии творческого потенциала жителей республики. Мы гордимся тем, что Чувашия является одним из культурных центров страны, радуемся успехам коллективов и исполнителей, представляющих родной регион на всероссийских и международных фестивалях и конкурсах.

Развитие и поддержка культуры по-прежнему входят в число важнейших государственных задач. Ежегодно увеличивается объем финансирования отрасли. Продолжается масштабная работа по развитию сети учреждений культурно-досугового типа и укреплению материально-технической базы учреждений культуры и искусства.

Уважаемые работники культуры Чувашии! Мы благодарны вам за вклад в развитие общества и сохранение историко-культурного наследия.

Пусть ваша благородная миссия приносит вам радость и заслуженное признание тех, с кем вы делитесь душевным теплом, талантом и мастерством.

Искренне желаю вам здоровья, праздничного настроения, благополучия, творческих успехов и вдохновения!

 

Глава Чувашской Республики                               Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code