Ял хуçалăхне аталантарма кăçал çĕршыв бюджетĕнче 240 миллиард тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Унсăр пуçне, ака-суха ĕçĕсене ирттерме çăмăллăхлă кредитсем уйăраççĕ. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене кредитпа тивĕçтересси те ăнăçлă аталанать. Кăçал РФ Ял хуçалăх министерстви пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăх организацийĕсене 29 миллиард тенкĕлĕх кредит уйăрма палăртнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кăçал республикипе илсен, ял хуçалăх культурисен лаптăкĕ 560 пин гектар йышăнмаллине палăртса калать. Çав шутран çурхи культурăсем — 324 пин гектар. Акăнакан лаптăксен шутĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 53 процент ытла, выльăх апачлĕх культурăсем — 37,9, çĕр улми — 5,2, техника культурисем — 2,8, пахча çимĕç 0,8 процент пулĕç. Районсен администрацийĕсен умне çĕр улми лаптăкĕсене ÿстерме тĕллев лартнă.
Республика уй-хирĕсенче кĕрхи культурăсем 80 пин гектар йышăнаççĕ, вĕсем япăх мар хĕл каçнă. Тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене çителĕклĕ таран хатĕрленĕ. Инспекцире тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 71 проценчĕ акма юрăхлă кондицие ларнă.
Чăваш Енри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама «Татнефть» çунтармалли-сĕрмелли материалсене йÿнĕрех хакпа сутма шантарать. Çур аки ĕçĕсене ирттерме республикăна 24 пин тонна дизтопливо кирлĕ, хальлĕхе ăна 57 процент хатĕрленĕ.
Ял хуçалăх министрĕ ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата ăнăçлă ирттерме 1,8 миллиард тенкĕ ытла укçа кирлине палăртать. Çак суммăн 27 процентне аграрисем хăйсен укçи-тенкипе саплаштараççĕ. Ытти пайне бюджет укçи-тенки, çăмăллăхлă кредит ресурсĕсен тата ял хуçалăх продукцине сутса тунă укçа-тенкĕ шучĕпе тивĕçтереççĕ.
Чăваш Ен агропромышленность комплексне 2018 çулта патшалăх пулăшу пама палăртнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ, хальхи вăхăтпа илсен, 2582,2 миллион тенкĕпе танлашать, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 6,5 процент ытларах.