Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Ĕçе – зарядкăран

Районти 23 фельдшерпа акушер пункчĕпе 7 врач амбулаторийĕнче, поликлиникăра кашни кĕçнерникунпа шăматкун «Пĕрлехи зарядка кунĕ» ирттересси ырă йăлана кĕчĕ.

Шурă халатлисен ырă ĕçне шкулсенчи медицина сестрисемпе физкультура учителĕсем тĕпе хурса ачасене ирхи зарядкăна тăратаççĕ. ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕ Владимир Викторов халăха сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарса вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсене парксенче тата медицина учрежденийĕсем вырнаçнă территорисенче зарядка тăвассине ĕçе кĕртме сĕннĕ.

Пĕрлехи зарядка кунĕсем кĕçнерникун 7 сехет те 30 минутра, шăматкун 9 сехетре пуçланаççĕ.

 

Районта куçса çÿрекен маммограф

Республикăри онкологи диспансерĕ «Маммологи онкопатрулĕ» проекта пурнăçласа кăкăр ракне малтанхи тапхăрта тупса палăртассине тĕпе хурать.

Хальхи йышши куçса çÿрекен рентген комплексĕпе усă курса пиллĕкмĕш çул республикăри районсене тухса хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Çак çулсенче 15 пин ытла çын тĕрĕслев витĕр тухнă.

Рака хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх пынă май февралĕн 11-мĕшĕнче куçса çÿрекен маммограф районти тĕп больницăна килнĕ. Районти 39 çултан иртнĕ хĕрарăмсем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ.

 

«Чи класлă класснăй»

Районти конкурсăн шкулти тапхăрĕ вĕçленчĕ. Чи нумай балл пухнă 6 класс ертÿçи районти куçăмлă пĕрремĕш турта хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

«Вĕренекенсемпе калаçу» тапхăр хыççăн тăватă педагог – В.Николаев, О.Артемьева /Елчĕк/, Л.Викторова /Çĕнĕ Пăва/, Т.Рыбкина /Кушкă/ тупăшăва малалла хутшăнаççĕ. Вĕсен çывăх вăхăтра хăйсен пултарулăхне презентацилемелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code