Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджетран хушма укçа-тенкĕ

Бюджетран хушма укçа-тенкĕ

Чăваш Ене çак кунсенче савăнăçлă хыпар çитнĕ — федераци бюджетĕнчен 174,5 миллион тенкĕ уйăрнă.

Пулăшу 2018 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа бюджет тытăмĕнче тăрăшакансен шалăвне ÿстерме кайĕ. Унăн чи пысăк виçи 11163 тенкĕпе танлашмалла. Маларах палăртнăччĕ: федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене 20 миллиарда яхăн куçмалла. Çакă, 2017 çулхипе танлаштарсан, 2,7 миллиард /15,8 процент/ пысăкрах. Çапла вĕрентÿ тытăмне аталантармашкăн 2018-2019 çулсенче 1,3 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Укçа-тенкĕ ача сачĕсенче хушма вырăнсем тума куçĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантармашкăн федераци бюджетĕнчен 240 миллион тенкĕ куçарĕç. Укçан пысăк пайĕ ача-пăча поликлиникисене хатĕрсем туянмашкăн пулĕ. Вĕсене 117 миллион тенкĕлĕх туянĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code