Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чыс-хисеп укçаран хаклăрах

Чыс-хисеп укçаран хаклăрах

Райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннипе тунтикун пулса иртнĕ канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин районăн кулленхи пурнăçĕнчи ĕç-хĕлне хастаррăн хутшăнакан, пур енĕпе те пуçаруллă çынсене район администрацийĕн Хисеп грамотисене тата Тав çырăвĕсене парса чыс туни тĕп вырăнта пулчĕ.

…Маларах çакна тепĕр хутчен палăртса калама та кăмăллă: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ ĕçлĕ канашлура хăйсене шанса панă яваплă ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансене патшалăх наградисемпе чысланă. Вĕсен йышĕнче Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн Николай Петрович Миллинăн ячĕ пурри пире пурне те савăнтарма тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен республика ертÿлĕхĕ умĕнче ăна çапла сума суни — «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден парса чыс туни районшăн та пысăк хисеп.

Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерстви те шăпах иртнĕ кунсенче отрасльти 2017 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ май, Елчĕк районĕн тĕслĕхлĕ ĕçне палăртнине, нумай кăтартупа малтисен ретĕнче пулнине илтме кăмăллă мар-и тата? Эпир «Ĕçе тата оборонăна хатĕр» /ГТО/ Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлассипе республикăра чи лайăххисен шутĕнче. Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕме тивĕçлĕ пулнă Чăваш Республикинчи спортсменсем хушшинче те Елчĕк тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ яшсемпе хĕрсем темиçен пулнипе те эпир, чăннипех, савăнма пултаратпăр. Вĕсем: Алина Панкратова тата Полина Андреева /йывăр атлетика енĕпе/, Сергей Соловьев тата Александр Павлов / кире пуканĕн спорчĕ/, Алексей Леонтьевпа Александр Игнатьев /полиатлон/, Анна Гаврилова /армспорт/. Унсăр пуçне, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсем хушшинче физкультурăпа массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ смотр-конкурсра та Елчĕк районĕ сумлă иккĕмĕш вырăна йышăнма пултарнине палăртнă. А.В.Игнатьев олимпиец ячĕпе хисепленекен «Улăп» ачасемпе çамрăксен учрежденийĕ спорт шкулĕсем хушшинчи тупăшура улттăмĕш çул тивĕçлĕ пĕрремĕш вырăна çĕнсе илни те — пысăк çĕнтерÿ. Спорт тата сывлăх кунĕсене йĕркелесе ирттерессипе те Елчĕксемпе танлашакан тупăнман — «Улăп» спорт комплексĕ лауреат ята тивĕçнĕ. Сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă темăна çутатакан журналистсем хушшинчи çĕнтерÿçĕ те — пирĕн ентеш, Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Сидоров. Министерство коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый спортри çитĕнÿсемпе кăмăллă пулни каламасăрах паллă.

…Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ялан малтисен ретĕнчи — ĕç кăтартăвĕсене ÿстерессишĕн, района хăтлăрах та илемлĕрех тăвассишĕн ырми-канми тăрăшакансене, общество ĕçĕнчи хастарсене ятран асăнса чысланă май пурне те вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунине палăртса каларĕ. Лаш Таяпари ваттисен çурчĕн заведующине Лиана Князевăна Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă ятпа саламларĕ. Инесса Воробьева, Роза Долгова, Зинаида Зиновьева, Людмила Крылова, Галина Малова, Эльвира Михеева, Венера Петрова, Антонина Смирнова, Галина Шавкина, Ольга Сядукова, Олег Львов, Зинаида Патшина, Татьяна Федорова, Светлана Евдокимова, Елена Серебрякова, Феонила Порфирьева, Людмила Енедерова, Александр Нягин, Алевтина Садовникова та пысăк ят-сума тивĕçрĕç. Çынна, чăннипех, ĕç илем кÿрет. Пархатарлă ĕçе тивĕçлипе хаклани, хисеплесе тав туни вара укçаран та сумлăрах…

Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Леонард Левый пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче пулса иртнĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн татăклă пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ: районта пурăнакансен 98,11 проценчĕ суйлава хутшăннă, вĕсенчен 90,72 проценчĕ РФ Президенчĕ пулма Владимир Путина суйланă. Елчĕк районĕн кăтартăвĕ республикăра чи лайăххи…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code