Дон хирĕсене похода тухнă Владимир Мономах 1111 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче Сальница çывăхĕнче половецсемпе /XI-XIII-ĕмĕрсенче Кăнтăр-Хĕвелтухăç Европăра куçса пурăннă тĕрĕк йăхĕсем/ тытăçăва кĕрсе пысăк çĕнтерÿ тунă. Çак пĕлтерĕшлĕ çĕнтерÿ хыççăн половецсем Раççее тапăнма пăрахнă.
Мартăн 31-мĕшĕ Раççей çар историйĕшĕн тепĕр паллă кун: 1814 çулта çак кун вырăс çарĕсемпе вĕсен союзникĕсем Парижа пырса кĕнĕ. Çакăн хыççăн Европа Наполеон тыткăнĕнчен хăтăлнă.