Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăвăрт Интернет пулĕ

Хăвăрт Интернет пулĕ

«Цифра экономики» нацпроектпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри вун-вун яла кĕçех пысăк хăватлă Интернет çитĕ.

Çак Интернетпа шкул ачисемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисем пĕр хушă тÿлевсĕр усă курĕç. «Чăваш Енри «Цифра экономики нацпроект тытăмĕнчи «Информаци инфратытăмĕ» Федераци программине пурнăçлас тĕлĕшпе аукционра çĕнтернĕ «Ростелеком» ĕçе кÿлĕнет.

Компани регионти социаллă пĕлтерĕшлĕ 343 объекта çыхăнăвăн пысăк хăвăртлăхлă чĕлкĕмлĕ оптика линине илсе çитерĕ.

ЧР информполитика министрĕн заместителĕ Екатерина Грабко пĕлтернĕ тăрăх, çак проекта федерацинчен уйăрнă укçа-тенкĕпе пурнăçлĕç. Хакĕ те пысăк паллах. Федерацин çыхăну ведомстви маларах çак хака 300 млн тенкĕ шайĕнче палăртнă пулсан, аукцион ирттернĕ май вăл темиçе хут чакнă – 90 млн тенкĕрен кăшт кăна пысăкрах. Çапла вара пысăк укçа перекетленнĕ. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант: «Ростелекомпа» тунă контракт – 3 çуллăх, асăннă хака трафикшăн тÿлесси те кĕнĕ. Çапла вара çак 3 çуллăх тапхăрта маларах асăннă учрежденисем Интернетпа тÿлевсĕр усă курĕç.

Çыхăну компанийĕн 2021 çул вĕçĕччен республикăри 238 ялти 35 фельдшерпа акушер пунктне, 300 ытла вĕренÿ организацине, патшалăх влаçĕн органĕсене, ял администрацийĕсене, пушар хуралĕн деповĕсене, ытти объекта оптика илсе çитермелле. Пурĕ вара 365 километр тăршшĕ çĕнĕ лини тăсмалла. Ытти 1 пин патнелле çывхаракан объектăн кăштах кĕтме тивĕ.

Хальлĕхе проектăн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçлаççĕ. 90 учреждение кăтартусене памалли сетьпе оператор кăçалах çыхăнтарĕ.

Вĕсенче Интернет маларах та пулнă паллах. Вăхăт иртнĕ май çыхăну пахалăхĕ çĕнĕ шая çитĕ. Çĕнĕ стандартсемпе килĕшÿллĕн хуласенчи шкулсенчи Интернет хăвăртлăхĕ 100 мегабитран кая мар пулмалла. Ялсенчи шкулсенче вăл 50-па танлашмалла.

Кивĕ çыхăну çак нормăсене тивĕçтермест. Федераци шайĕнчи çак проекта пурнăçлама регионти Информполитика министерстви те хутшăнĕ. Вăл е ку учреждени хăш министерствăна пăхăннине кура линисен тĕрĕслевне министерствăсемпе ведомствăсен, учрежденисен представителĕсене явăçтарнисĕр пуçне информполитика ведомствин представителĕсем те хутшăнĕç.

«Ростелекомăн» Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Александр Дудин палăртнă тăрăх, ку тĕслĕх информаци технологийĕсене аталантарнипе пĕрлех çынсен пурнăç пахалăхне те лайăхлатать. Оптика ял çыннисене çĕнĕ технологисемпе усă курма май парĕ, онлайн мелĕпе вĕренмелли, бизнеса тытса пымалли, «инçетрен» ĕçлемелли майсемпе усă курма пулăшĕ.

Михаил АНИСИМОВ, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:

– Çĕнĕ йышши информаци тытăмне аталантарасси паянхи пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри. Пысăк хăвăртлăхлă Интернет социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çитнине кура электрон сервиссемпе усă курмалли майсем анлăланаççĕ. Ялсенче пурăнакансем хăйсене кирлĕ патшалăх пулăшăвĕсене онлайн мелĕпе пĕр чăрмавсăр илме пултараççĕ. Çак тĕслĕхе тухтăр патне çырăнасси, ачана ача садне яма черете тăратасси, ЗАГСа заявлени çырасси, тивĕçлĕ справкăсем илесси, вĕсене саккас парасси тата ытти те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code