Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвалид ачасене – тимлĕх

Инвалид ачасене – тимлĕх

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Евгения Михайлова район прокурорĕпе Сергей Фирсовпа пĕрле инвалид ачасене çитĕнтерекен çемьесене çитсе курнă.

Вĕсем сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасен пурнăç, воспитани условийĕсемпе паллашнă, ачасен саккунлă прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Район прокурорĕ хальхи вăхăтра вăйра тăракан законодательствăпа килĕшÿллĕн инвалид ача çитĕнтерекен çемьесене тивĕçекен çăмăллăхсем пирки ăнлантарса панă, инвалид ачасем пурăнакан вырăнсенчи çуртсене кĕрсе тухмалли çулсене мĕнле йĕркеленипе тата ытти ыйтусемпе те кăсăкланнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code