Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕр иртни сисĕнмест

Ĕмĕр иртни сисĕнмест

Елчĕкри Елизавета Тиняковăна ку тăрăхра лайăх пĕлеççĕ. 40 çул ытла районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцире ĕçленĕскер /вăл тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ ятпа çÿренĕ/ ял çыннисемпе тачă çыхăну тытнă. Хăй 85 çул тултарнине сиссе те юлайман Елизавета Ефимовнăн ывăлĕпе, кинĕпе тата юратнă мăнукĕпе — Кирилпа пĕрле пурăннăран чун-чĕри çĕкленÿллĕ. Ачисем кунĕпе ĕçре. Мăнукĕ шкултан килсен вара иккĕшĕ вăхăта пĕрле ирттереççĕ. Ват асламăшĕ мăнукĕпе ача чухне вĕреннĕ сăвăсене те аса илет. Пĕр сăмахпа, кун иртни те сисĕнмест ĕç ветеранĕн. Килте пĕччен чухне вара хăйĕн кун-çулĕ асамлăн куç умне тухса тăрать.

…Ашшĕ Лиза пĕчĕккĕ чухнех çĕре кĕнĕ, тăватă пĕр тăвана амăшĕ пĕчченех ура çине тăратнă. Çăмăл килмен унăн ачалăхĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах колхоз хирĕнче тăрăшнă, килти выльăх-чĕрлĕхе юратса пăхнă. Шкулта лайăх ĕлкĕрсе пынăскер малалла пĕлÿ илес ĕмĕтпе çунатланнă. Алла аттестат илсен Ульяновскри ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Каникулсенче тăван хуçалăхра тăрăшнă. Ĕç практикине те мал ĕмĕтлĕ хĕр тăван колхозрах ирттернĕ.

Ветеринари врачĕн дипломне илсен Тутарстанри Шĕкĕр районĕнчи Çĕнĕ Çеçкеп ялĕн маттур пикине Чăваш Республикинче ĕçлеме направлени панă. Елчĕке ĕçлеме килнĕ çамрăк специалиста Владимир Тиняков тÿрех асăрханă. Часах туслă çÿрекен çамрăксем çемье çавăрнă.

Хăй ачаран юратса алла илнĕ профессие чунтан парăннă Елизавета Ефимовна. Ахаль ветеринартан тĕп врача çитнĕ. Ытларах вăл выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен пахалăхне тĕрĕслесе тăрас енĕпе яваплă пулнă.Тÿрĕ кăмăллă та хастар ĕçшĕн панă наградăсен шучĕ пысăк унăн. Мускаври Пĕтĕм Союзри Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне те кайса курнă…
— Пирĕн коллектив питĕ туслăччĕ. Халĕ те пĕр-пĕрин юбилейĕсенче тĕл пулатпăр, — аса илет сумлă ĕç ветеранĕ.

Елизавета Тинякова общество ĕçĕнче те хастарлăх кăтартнă. Профсоюз тытăмĕнче çанă тавăрса тăрăшнă. Çавăн пекех халăх контролĕн штатра тăман сотрудникĕ те пулнă.

Тиняковсем тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Шел, юратнă мăшăрĕн пурнăçĕ кĕске пулчĕ. Халĕ тĕпренчĕкĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Тăватă çул каялла Валери çемйипе ватă амăшне пĕччен пурăнтарас мар тесе тĕп киле куçса килчĕ. Кил-çуртне хуларинчен кая мар çĕнетрĕç. Тĕп киле ытти ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем пуçтарăнсан пÿрт хаваслă калаçу шавĕпе тулать. Ватлăхри савăнăçа курма тÿр килнипе кăмăллă ватă.

— Пурнăç ачашламан пире, «вăрçă ачисене». Шав малалла ăнтăлнă, пурнăçра хамăр вырăна тупса çĕршывшăн усăллă çын пулнă, — тет сăпайлă та тараватлă хĕрарăм.

— Елизавета Ефимовна, тата нумай çул пурăн пире савăнтарса, 90 çула çитсен Раççей Президенчĕ В.В. Путин саламне илмелле пултăр, — теççĕ çывăх тăванĕсемпе пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем хастар çыннăмăра.

Çапла пултăрччĕ.

В.СМИРНОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Е.Тинякова В.Петров хăтăшĕпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code