Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кемĕр хули, эпир сирĕнпе!

Кемĕр хули, эпир сирĕнпе!

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта /сăн ÿкерчĕкре/, районти тĕп больницăра, культура учрежденийĕсенче Кемĕр хулинчи пушарта вилнисене асăнса Хурлану акцийĕсем иртрĕç.

Палăртса хăваратпăр, иртнĕ вырсарникун Кемĕр хулинчи «Зимняя вишня» суту-илÿ центрĕнче тухнă пушарта официаллă пĕлтерÿ тăрăх 64 çын пурнăçĕ татăлнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин мартăн 28-мĕшĕнче çĕршывĕпех Хурлану кунĕ тесе хушу кăларнă.

Елчĕксем те Кемĕрсен хурлăхне чĕре патне илсе йышăнчĕç, пушарта вилнисене пуç тайса тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле тарăннăн хурланни çинчен пĕлтерчĕç, акцие пуçтарăннисем пĕр минут шăп тăчĕç, тÿпене шурă хăмпăсем вĕçтерчĕç.

Çак хăрушă инкек Раççейре пурăнакан мĕн пур халăха, вăл шутра Елчĕк районĕнче пурăнакансене те чĕререн хурлантарать.

Кемĕр хули, эпир сирĕнпе!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code