Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Япшар чĕлхе иккĕленÿллĕ

Япшар чĕлхе иккĕленÿллĕ

Вăтам шкул пĕтерсе тăван килтен, аттепе анне çунатти айĕнчен тухса кайрăмăр. Хулара пулсан та тăван ен асран тухмасть. Çывăх çынсем мĕнле сывлăхпа тăраççĕ-ши?

Пирĕн юратнă асаттепе асанне пĕр çемье чăмăртаса пурăнма пуçлани 59 çул çитнĕ. Асатте Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах тĕпленсе пурăнать. Апрель уйăхĕнче 85 çул тултарать вăл. Тĕлĕнмелле харсăр çын. Çулла велосипед çине ларса çăкăр илме лавккана та вĕçтерет. Кÿршĕ-аршă хушшинче вăл чун ăшши. Пире, юратнă мăнукĕсене, тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ çĕрте вĕсен тÿпи те пур.

Тăван киле килсен çывăх çыннăмăрсем пире питĕ тараватлăн кĕтсе илеççĕ, тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Мăнукĕсем 10 çул каялла шкул пĕтерсе хăйсен ăшă йăвине çавăрнă-ха, çапах эпир вĕсемшĕн яланах ача вырăнĕнче. Ватăсен пурнăç тĕллевĕ – мăнукĕсем çуртра ача-пăча сассипе илем кÿни, пĕрле сĕтел хушшине ларса ăшшăн пуплени.

Паллă ĕнтĕ, районта пирĕн асаттепе асанне пек хисеплĕ ватăсем йышлă. Пурнăçра вара тĕрлĕ çын тĕл пулать. Ман шутпа, ял çынни ăшă кăмăллă, çынна шанать, кирек кама та хисеплесе тĕпеле чĕнет. Тепĕр чухне ыр кăмăллă пулнăранах суеçĕсен аллине те çакланать.

Март уйăхĕнче асаттепе асанне патне палламан çынсем шăнкăравланă: «Сирĕн чÿречесем мĕнле йышши-ши; Вĕсене тĕрĕслеме сирĕн пата тепĕр виçĕ сехетрен Шупашкар хулинчен çитетпĕр. Пĕтĕмпех юсаса хăваратпăр. Эсир килте пулатăр-и?»

Кăнтăрлана çитсе те лараççĕ ватăсене пулăшас текен япшар чĕлхеллĕ ăстасем. Пÿрте кĕреççĕ. Чÿречесене пăхса тухаççĕ те: «Сирĕн кунта хăрушă. Пĕтĕмпех кăвакарать. Сывлăхшăн пит сиенлĕ. Вентиляци клапанĕсемсĕр май килместех. Айтăр, сире лартса паратпăр». Часах хăнасем килĕшĕве çырса та хураççĕ. Аванс тÿлеме ыйтаççĕ.

Çак «ĕçченсем» улталаса çынсенчен укçа сăптăрса илесшĕн пулнине кайран çеç ăнланса илеççĕ ватăсем. Килĕшĕве алла тытса вулатăн та: унта тем тĕрлĕ прибор та лартса паратпăр тенĕ. Анчах та «çын сывлăхĕшĕн тăрăшакансем» пĕр тĕрлĕ тюбик парса хăварнă та тухса кайнă. Хайхисем иккĕмĕш хут килсен кил хуçисем «килĕшĕве пăрахăçласшăн, авансне каялла илесшĕн» тесен «монтажниксем» часах куçран çухалаççĕ.

Ватлăх кунĕнче кун пек «мыскара» курасса кам шутланă; Çапла вара асаттепе асанне пач палламан çынсенчен шар курнă. Çавăнпа та районти хисеплĕ ватă çынсем çакăн пек лару-тăрăва ан лекчĕр тесе асăрхаттарасшăн. Ялта кÿрше, тăвана шанма пулать-ха. Анчах та, хисеплĕ асаннесемпе асаттесем, палламан, ют çынсемпе телефонсемпе ан калаçăр, вĕсене кил-çурта ан кĕртĕр. Паянхи саманара ĕçлемесĕр, ултавпа пуяс текен çынсем питĕ нумаййăн. Çакăн евĕр совеçе çухатнă çынсем тата та тупăнма пултараççĕ. Вĕсем «кутăн» кĕрекен укçана юратаççĕ, ултав çулĕпе утса тар кăлармасăр пуяççĕ.

Хисеплĕ ентешсем! Сыхă пулăр, хăвăра улталасран асăрханăр. Çак пулăма çырса кăтартасси, ял çыннисене ултавран хÿтĕлесси хамăн таса тивĕçĕм тесе шутларăм.

Алина ПАДУКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code