Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Куçа ачаран упрар

Куçа ачаран упрар

Республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш класран пуçласа вунпĕрмĕшне çитнĕ тĕле ачасен сывлăхĕ вăтамран 4 хут чакать. Пуринчен ытла куç вăйĕ япăхланать, вар-хырăм, нерв-психика тытăмĕсем хавшаççĕ, аллерги аптăратать. Куç чирĕсемпе, сăмахран, ачасен 30 проценчĕ шар курать.

Районта миопи /куç инçетрен япăх курни/ уйрăмах шкул ачисен хушшинче анлă сарăлса пырать. Сăмахран, юлашки 10 çул хушшинче ачасен инçете лайăх курасси вăтамран 50 процент, çитĕннисен – 30 процент чакнă. Лару-тăру япăхланса пыни куç кĕретех.

Миопи чирĕн тĕп сăлтавĕ ача-пăча кĕсье телефонĕпе, компьютер-планшетпа, телевизор умĕнче вăхăта чылай ирттернипе, уçă сывлăшра сахал пулнипе çыхăннă. Компьютер умĕнче вăрах ларни, кĕнеке вуланă чухне куçа кантарма тăхтавсем туманни куç мышцисене ывăнтарать, вăйсăрлатать. Çын çапла майĕпен инçетрен япăх курма пуçлать.
50-60 çултан аслăрах çынсен катарактăпа /куç çинчи хура карă/ чирлесси 2 хута яхăн, куç сетчаткин чирĕсем – 65 процент ÿснĕ.

Куçа упрамалли сĕнÿсем

Компьютер-планшетпа ларса кăна ĕçлемелле. Çутă ĕç вырăнне икĕ енчен пырса тăмалла: çÿлтен тата сулахай енчен. Куçа кантарма тăтăш ятарлă гимнастика тумалла.
Çурăм шăммине тÿрĕ тытмалла – мăй таврашĕнчи тата çурăм çинчи мышцăсене ывăнтармалла мар.

Апат-çимĕç витаминсемпе пуян пулмалла. Сăмахран, рационти кишĕр, купăста, шпинат, мăйăр, хура çырла, хура хурлăхан, тинĕс пулли куç вăйне çивĕчлетме пулăшаççĕ.
Компьютер умĕнче кашни хăйĕн ÿсĕмĕпе килĕшÿллĕ вăхăт чухлĕ кăна ларма юрать.

Куç чирĕсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртас, сиплеве вăхăтра тытăнас тĕллевпе çулталăкра пĕрре куçсене тĕрĕслеттерсе тăмалла.

Куçа упрасси хăвăртан килет. Куç вăйĕ чакма пуçланине сиссенех офтальмолог патне килмелле, унăн сĕнĕвĕсене тĕпе хурса çийĕнчех сипленме тытăнмалла.

А.ЯСТРЕБОВА,
офтальмолог врач.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code