Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пĕтĕм Раççейри акци

Пĕтĕм Раççейри акци

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалланă «Сывлăхлă пул» акцие хутшăнса районти тĕп больницăра сывлăх эрни иртет.

Унăн тĕп тĕллевĕ — районта пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, чир-чĕртен сыхланма пулăшасси.

Районти тухтăрсем çак эрнере ĕç коллективĕсенче пулса тĕрлĕ темăпа тренингсем, лекцисем ирттереççĕ. Сиенлĕ йăласенчен хăтăлас текенсене тĕрлĕ майсемпе пулăшусем кÿреççĕ. Акă, шкул ачисем хушшинче «Сывлăхлă пулас тесен — ÿт-пĕве пиçĕхтер» ÿкерчĕксен конкурсĕ йĕркеленĕ. Çавăн пекех «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцире вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ активлăхпа палăрчĕç.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалланă мероприятисенче медицина ĕçченĕсем районти организацисемпе предприятисене тухса çÿресе юн пусăмне тĕрĕслеççĕ, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш параççĕ. Чи кирли – хамăр сывлăха упрама вĕренесси, уншăн куллен тăрăшасси.

А.АЛЕКСАНДРОВА,
районти тĕп больницăн общественноçпа ĕçлекен специалисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code