Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хамăртан нумай килет

Хамăртан нумай килет

Кабинетра иртнĕ кунсенче кăна тĕл пулнă икĕ пациент пурнăçĕ пирки çырса пĕлтерес килет.

Йышăнăва килнĕ 43 çулхи арçынна ача чухнех лайăх пĕлетĕп. Шкула аван пĕтерчĕ. Çара каяс умĕн те унăн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Салтак тумне хывсан тăван яла таврăнчĕ, автомеханика вĕренсе тухрĕ. Ялта ĕç тупайманнипе Мускаври стройкăна тухса кайрĕ. Унта юлташĕсемпе пирус туртма вĕренчĕ, эрех-сăрана та айккине тĕртсе ямарĕ. Йывăр ĕç, вăхăтра апат çиейменни, пурăнма условисем çукки унăн пурнăç пахалăхĕ çине витĕм кÿнĕ. Авланса та ĕлкĕреймен. Йĕркесĕр пурнăçранах çамрăкăн чĕри, пĕверĕ, ÿпки хавшанă. Ман пата вăл инвалида тухмалли документсемпе килнĕ. «Çамрăк вĕт-ха эсĕ, пурнăç шайне ÿстерес шухăш та çук-и санăн?» — тесен сăмах чĕнмерĕ. Малашне вăл патшалăх паракан пособипе пурăнасшăн, хăйĕн пурнăç йĕркине улăштарас пирки шутламасть те.

Кăштах вăхăт иртсен тепĕр пациент кĕчĕ — вăл 80 çултан иртнĕ. Район центрĕнчен инçетре вырнаçнă пĕчĕк ялта ывăлĕн çемйипе пурăнать. Пуçласа ăна 40 çул каяллах, кивĕ больницăри стационар уйрăмĕнче сывалнă чухне тĕл пулнăччĕ. Паянхи пек астăватăп, арçын кунне икĕ пачка пирус туртса пĕтеретчĕ. Алкоголь продукцине те кулленех усă курнă. Хăй те ыратнипе асапланнă, çемье те ÿсĕр çынпа нушаланнă. Ун чухне больницăра невропатологра ĕçленĕ май, çак арçынпа сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалли пирки нумайччен калаçса лартăмăр, пурнăçри тĕслĕхсене илсе кăтартрăм. Ман умрах вăл больницăра выртнă чухне туртма тесе илнĕ пирус пачкисене витрене пăрахрĕ. Вăл вăхăтра стационарта чирлисене 20-25 кун вырттаратчĕç. Кунне икĕ пачка пирус мăкăрлантарса пĕтернĕскер мĕн чухлĕ сиен кÿретчĕ вăл хăйне; Шутлама та хăрушă.

Вуншар çулсем хушши çак пациент хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшнине курма кăмăллă. Хăй ÿсĕмĕсенче диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухать, участокри терапевт патĕнче пулса сывлăхне тĕрĕслеттерет, ялти фельдшер пунктĕнче ирттерекен профилактика мероприятийĕсенчен аякка пăрăнмасть.

Арçын пурнăç шайне ÿстерес тесе ума лартнă çирĕп тĕллевсенчен пăрăнмасть: апатра тăвара ытлашши усă курмасть, эрнере 2-3 хутчен чăх какайĕ /шуррине/, пулă çиет. Ирхине кинĕ хатĕрленĕ йÿçĕ сĕт продукчĕсемпе апатланать. Йăх-несĕл тăванĕсенче сахăр диабечĕпе чирлекенсем пулнăран пылакпа асăрханса усă курать, ирхине чей яланах сахăрсăр ĕçет.

Апат режимне пăхăннисĕр пуçне яланах ÿт-пÿ хусканăвĕсем тăвать. Ирхи тата каçхи кĕлĕсем вулать. Юлашки икĕ çул скандинави уттине кăмăлланине пытармасть. Уçă сывлăшра нумай пулма тăрăшать.

Сывлăхлă пулас текенсене мĕн сĕнес килет-ха; Чи малтанах спортпа туслă пулмалла. Физкультурăпа тата спортпа çывăх çын хăй ÿсĕмĕнчен чылай çамрăк курăнать. Çавăнпа та сывлăх çирĕп пуласси ытларах хамăртан килет. Тепĕр хут палăртатăп, сиенлĕ йăласемпе туслă çын час ватăлать, вăл мăнтăрланать, сывлăш пÿлĕннипе аптăрать тата ытти те. Пирус туртман, эрехпе иртĕхмен, апата пĕлсе çиекен çын вара сывлăхлă, вăл пурнăç илемĕпе киленсе пурăнать.

Кирек камăн та хăйĕн сывлăхĕшĕн кĕрешме тăрăшмалла. Сывă пурнăç йĕркипе пурăннăçемĕн хăвна куçкĕски çине пăхатăн та, хăв çулусенчен чылай çамрăкланнине туятăн.

2011 çулта кăларнă федераци саккунĕнче кашни гражданин хăйĕн сывлăхне упрама тивĕç пулнине палăртнă. Саккуна пăссан, паллах, административлă майпа айăпламаççĕ, анчах сывлăхран хакли мĕн пур; Çавăнпа та Турă панă кунсене сывлăхпа пурăнса ирттерер. Хăвăра яланах упрăр. Сывлăха упрамасан çамрăкки те сусăра тухать. Сывлăха упракан ватă та каччă пек утса-чупса çÿрет…

А.МОЛОСТВОВ,
тухтăр, ĕç ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code