Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăну хăми çакасшăн

Асăну хăми çакасшăн

Чăваш наци конгресĕн çурчĕ çине обществăпа патшалăх деятельне Даниил Элмене халалласа асăну хăми çакма йышăннă.

Аса илтеретпĕр: Даниил Элмен /1885-1932/ Етĕрне районĕнчи Исментер ялĕнче çуралнă. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. 1918 çулта коммунистсен партине кĕнĕ. Çав çулах ăна Национальноçсемпе ĕçлекен халăх комиссариачĕ çумĕнчи чăваш уйрăмĕн ертÿçине çирĕплетнĕ. 1920 çулта Чăваш автономине туса хурсан Даниил Семеновича революци комитечĕн председателĕ пулма шаннă, каярах – автономин ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи. 1921 çулта ăна ĕçрен хăтарнă, вăл Барнаулта ĕçлесе пурăннă. 1922 çулта унтан таврăннă, парти обкомĕн яваплă секретарĕнче тăрăшнă. Юлашки çулсенче Чулхулари педагогика институтĕнче ĕçленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code