Мĕн пытармалли, çулран-çул ачасăр çемьесен шучĕ ÿссе пырать.
Енчен те çамрăк мăшăрсен çулталăк хушшинче çие юлмасть пулсассăн вĕсен тухтăр патĕнче тĕрĕсленме васкамалла. Çулсем иртнĕçемĕн çак çемьесен ача çуратас шанчăк сахалланса пырать. Ачасăр мăшăрсен йышне чакарас тесе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви сахал мар программа хатĕрленĕ. Вĕсенчен пĕри – хăйсем ача çуратайман хĕрарăмсем экстракорпораци мелĕпе усă курса йывăр çын пулаççĕ.
«Медицина кашнин валли» — çитес виçĕ çула палăртакан çĕнĕ проект, вăл пациентсене лайăх пахалăхлă тата усă курма меллĕ медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерме май парать!»
/Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран/.
Пĕлтĕр района, программăпа килĕшÿллĕн, тÿлевсĕр ЭКО процедура валли тĕрĕсленме майсем туса панă. Сывлăха тĕрĕсленĕ хыççăн мăшăрсене нумай тĕрлĕ анализсемпе Шупашкарти перинаталь центрне яратпăр. Ача çуратайман çемьесен çак шанчăкпа усă курса юлмалла. Иртнĕ çул ЭКО 3 çемьене савăнăç парнеленĕ. Вĕсем кăçал 4 пепке кĕтеççĕ. Апла пулсан шанчăка çухатмалла мар.
И.СМИРНОВА,
акушер-гинеколог.