Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Халăхшăн тăрăшнă çыннăн ырă ячĕ — ĕмĕре

Халăхшăн тăрăшнă çыннăн ырă ячĕ — ĕмĕре

Асăну хăми вырнаçтарнă

Тăван çĕршывăмăрта кăçал Ырă ĕç тăвакансен /волонтерсен/ çулталăкĕ пулнă май кашни çынах ырă та курăмлă ĕç тума хавхаланать пулĕ. Район хаçачĕн коллективĕ те çав шутра. Мĕн тума пултараççĕ-ха хаçатçăсем? Чи малтанах хамăр патăмăрта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, 86-мĕш çул тухса тăракан хаçатăн çывăх тусĕсене, сумлă юбилей паллă тăвакансене уйрăммăн аса илни вырăнлă пулĕ тесе шутларăмăр. Сакăр теçетке ытла çул хушшинче «Елчĕк ен» /64 çул «Колхоз ялавĕ» ятпа пичетленсе тухнă/ хаçатри сархайса кайнă страницăсене тишкернĕ май штатри журналистсен хушамачĕсемпе юнашар ялкорсен ячĕсене вулатпăр. Вĕсенчен пĕрин — Яманчÿрел ялĕнче çуралнă, унтах тарăн хунав янă Петр Кондратьевич Комиссаровăн шăпах апрелĕн 8-мĕшĕнче 95 çулхи юбилейĕ. Хаçатпа чылай çул çыхăну тытнă ĕçпе вăрçă ветеранне эпир, аслăрах çулсенчи журналистсем, питĕ лайăх паллатпăр. Район хаçачĕн ветеранĕпе — Иван Павлович Иноходовпа уйрăмах туслă çыхăнураччĕ. Петр Кондратьевич кашни сăмаха шутласа, ăшпиллĕ те сăпайлă, сасса хăпартмасăр калаçни чун-чĕрене тыткăнлатчĕ. Юлашкинчен килсен вăл пире кашнине хăйĕн «Тăван тавралăх — Елчĕк ен» кĕнекине ырă сунса, алă пусса парнелени нихăçан та асран тухас çук.

Сумлă ялкора сума суса хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин тăрăшнипе, пичет ветеранĕн Иван Иноходовăн ырă шухăшне тĕпе хурса вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарма тĕв тытрăмăр. Тĕллев лартнă — пурнăçламалла. Журналистсен шухăшне Петр Кондратьевич ачисене пĕлтертĕмĕр. Вĕсем хирĕç пулмарĕç. Пачах тепĕр майлă, пулăшу аллине те тăсрĕç.

Иртнĕ шăмтаткун, çанталăк ăмăр пулнине пăхмасăр, Яманчÿрелĕнчи Больница кассинче Комиссаровсен çурчĕ умне ял халăхĕ, Шăмалак шкулĕнче вĕренекенсем, тăван-хурăнташĕсем, юбилярăн ачисемпе мăнукĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Чи малтанах палăртса хăвармасăр иртес килмест: Комиссаровсен пĕртен-пĕр ывăлĕ, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, ЧР Журналистсен Союзĕн председателĕ Валерий Петровичпа унăн мăшăрĕ, Луиза Константиновна, тăван кил вучахне сÿнме паманни кашнийĕн чун-чĕрине мăнаçлăх, çемье ăшшин туйăмне вăратрĕ. Çуралса ÿснĕ тăван киле вăл Европа шайĕнчен те хитререх, ăшăрах хăтлăх кĕртнĕ. Чăн та, ашшĕн 95 çулхи юбилейне пĕр тăвансем, вĕсен ачисемпе мăнукĕсем тулли кĕрекере, сиплĕ йывăç шăрши кĕрекен аслă пÿртре кĕтсе илнинчен ырри мĕн пултăр пĕлĕт çинче канлĕх тупнă ашшĕ-амăшĕшĕн? Атте-анне килне хупманни /хăйсем унта пурăнмаççĕ пулсан та/ чăннипех те пархатарлă та сăваплă.

Çĕнетнĕ кил-çуртăн мал кĕтесне вырнаçтарнă Асăну хăмине район пуçлăхĕ Ираида Васильева, Петр Кондратьевичпа шкулта чылай çул пĕрле ĕçленĕ Валентина Емельянова тата Валерий ывăлĕ уçрĕç. Унтан пухăннисем — «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин /вăлах уява ертсе пычĕ/, район пуçлăхĕ Ираида Васильева, «Яманчурино» ООО директорĕ Владимир Рахмуллин, пичет ветеранĕ Иван Иноходов, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Людмила Зайцева, канаш членĕ Рифкат Харисов, Шăмалак шкул директорĕ Галина Дементьева тухса калаçрĕç, педагогика ĕçĕн ветеранĕн пархатарлă кун-çулне, ĕçне ăшшăн аса илчĕç. Валерий Петрович чи малтанах ашшĕне çакăн пек хисеп тунăшăн редакци ĕçченĕсене тав турĕ, ашшĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен чарăнса тăчĕ, çамрăк ăрăва шкул пурнăçĕнченех ырă ĕçсемпе палăрма ăнăçу сунчĕ.

Паллах, паянхи çамрăк, шкул ачи Петр Кондратьевич çинчен пĕлсех те каймасть пулĕ. Сакăр çул каялла çĕре кĕнĕ хисеплĕ çыннăмăр çинчен вара хаçат вулаканĕсене аса илтерес килет, тăван тăрăхшăн историе юлакан ырă йĕр хăварнă ĕçпе вăрçă ветеранĕн ĕç-хĕлĕ çамрăксене ырă ĕçсем тума хавхалантаратех.

Çивĕч ăс-тăнлă учитель, ÿркенмен общественник

1923 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Яманчÿрелĕнчи Комиссаровсен пиллĕкмĕш тĕпренчĕкĕ Петĕр. Выçăллă-тутăллă ачалăх. 1931 çулта пĕрремĕш класа кайнă. Çак куна вăл ĕмĕр асра тытнă. Шăпах юлташĕпе, Федор Емельяновпа, масар çине йĕкел пуçтарма кайнă вĕсем. Ашшĕ ачасене унта пырса илнĕ те шкула леçсе янă. Шкулĕ те уйрăм çын пÿртĕнче вырнаçнă. 1940 çулччен ялта ятарласа шкул çурчĕ пулман. Шкулта Петĕр тăрăшса вĕреннĕ. Иртнĕ çулсенче кивĕ йывăç çуртне пăснă чухне ачисем ашшĕн кĕçĕн класра вĕреннĕ тетрачĕсене тупнă. Шăрçа пек илемлĕ почерк, пĕр йăнăшсăр çыру ĕçĕсем… Тăваттăмĕш класран Мухтав хучĕпе вĕренсе тухнă. Лайăх вĕренекен ачана пионер лагерьне канма янă. Тулли мар вăтам шкултан Мухтав хучĕпе вĕренсе тухнăскере çивĕч ăс-тăнлă ачана 10 тенкĕ укçапа кĕпе парнелени епле хавхалантарни çинчен калама та кирлех мар пулĕ.1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Петр Комиссаров Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухса пуçламăш шкул учителĕ ят илнĕ ятпа ăсату каçĕнче савăннă. Виçĕ çул пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе малашне час-часах тĕл пулатпăр тесе уйрăлнă Петĕр, анчах чылайăшĕнпе текех тĕл пулайман та вăл. Тепĕр кунне Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнăран çамрăк учительсен çутă ĕмĕчĕсене татнă.

1942 çулхи ака уйăхĕнче Çĕнĕ Эйпеçри шкулта тăрăшакан çамрăк педагог фронта тухса кайнă. Инçет Хĕвелтухăçĕнчи запаслă полка лекнĕ вăл. Унтанах ăна Саратоври çарпа политехника училищине вĕренме янă. Вăрçă пĕтнине шăпах унта кĕтсе илнĕ. Мĕнле талантлă çар çынни пулатчĕ пулĕ Петр Кондратьевич, шăпа ăна тăван яла илсе çитернĕ. Амăшĕ суккăрланса ларнăран ăна пăхма тивнĕ унăн.

Тăван ене таврăнсан çар училищинче батальон комсоргĕ пулнине кура ăна ВЛКСМ Елчĕк райкомне ĕçлеме илнĕ. 1948 çулта тăван ялти пуçламăш шкул заведующине лартнă. Шкулта ултă класс чухлĕ ача, пÿлĕмĕсем вара тăваттă çеç, вĕренÿпе пурлăх бази чухăн пулнăран çамрăк заведующи çичĕ класс вĕренмелли шкул уçас пирки нумай тăрăшнă. 1950 çулта палăртнине пурнăçласан директор пулма Петр Кондратьевичах суйлаççĕ. Шкулăн пурлăх базине тĕпрен лайăхлатас, коллектива тарăн пĕлÿллĕ педагогсемпе çирĕплетес тесе нумай вăй хунă ертÿçĕ. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх педагогика институтне заочно майпа пĕтернĕ. Унăн пуçарулăхне пулах 1970-1973 çулсенче хуçалăх меслечĕпе 280 ача вырăнлăх кирпĕч шкул туса лартнă. Петр Кондратьевич директорта ĕçленĕ çулсенче шкул районта малтисен ретĕнче пынă. Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă наградăсен йышĕнче Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн, Чăваш АССР тата РСФСР Çутĕç министерствисен Хисеп грамотисем, «Çутĕç отличникĕ» паллă… Вăрçă вăхăтĕнчи паттăр ĕçсемшĕн панă медальсем те пур унăн. 1983 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан та тата ултă çул ачасене тарăн пĕлÿпе воспитани панă.

Петр Комиссаровăн кун-çул кĕнекийĕ вăрăм та пархатарлă. Педагог пĕр вăхăт «Октябрь» колхоза та ертсе пынă. Хăйне шаннă кирек мĕнле ĕçе те яваплăхпа пурнăçланă. Общество ĕçĕнче ун пек пысăк хастарлăх кăтартаканнисем вара шутпа кăна пулнă-тăр. 40 çул пропагандистра, 20 çул ытла ял Совечĕн депутатĕнче, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕнче, ял Совечĕ çумĕнчи халăх контроль группин председателĕнче чунне парса тăрăшнă. Ял масарне йĕркене кĕртмелле -и е йывăç-тĕм лартмалла – Петр Кондратьевич пур çĕрте те пуçаруçă. Район хаçачĕн штатра тăман корреспонденчĕ пичетре çивĕч ыйтусем нумай хускатнă. Тăван тăрăха тĕпченĕ калем ăсти Ульяновск, Хусан, Шупашкар архивĕсенчен тухма пĕлмен. Истори страницисем чи малтанах район хаçатĕнче кун çути курнă.

Ял халăхĕн нуши-тертне хăйĕнни пек чĕри патне илнĕ Петр Кондратьевич пурне те пулăшнă. Калăпăр, пĕр çемьен пурнăçĕ йывăр, тепĕр хĕрарăм «Ĕç ветеранĕ» ят илеймест, виççĕмĕшĕн влаç органĕсене çыру çырмалла… мĕнле кăна ыйтупа пыман ун патне. Хăй пушă маррине пăхмасăр, çавăн пекех мунча кĕнĕ вăхăтра та, пулăшу ыйтма килнĕ ял çыннине каялла яман. Яманчÿрелсемшĕн вăл 50 çул стаж пухнă ăста педагог пулнипе кăна мар, социолог-псхихолог пек те, юрист пек те паллă. Е тата мĕншĕн историк-писатель тесе калас мар. Унăн «Тăван ялăм — Яманчÿрел», «Тăван ялăм — савнă ялăм», «Тăван тавралăх — Елчĕк ен» кĕнекисем 90 çул тултарнă районшăн пысăк пуянлăх пулса тăраççĕ.

Ырă йывăçран ырă çимĕç

Петр Кондратьевич Анастасия Васильевна Комиссаровсем яланах ялти чи сумлă та хисеплĕ çемьесен йышĕнче пулнă. Иккĕшĕ те ачасене тарăн пĕлÿпе çирĕп воспитани панă çĕрте чун ăшшине, мĕнпур ăсталăхĕпе пĕлĕвне панă. Туслă та килĕшÿллĕ çемьере çичĕ ача çуралнă. Шел, çĕнĕ пÿрт лартнă вăхăтра çичĕ çулхи Таня хĕрĕн ÿсĕр водителе пула пурнăçĕ татăлнă. Ыттисем ырă, сывă ÿссе çитĕнсе ашшĕ-амăшĕн ăшă та сипетлĕ йăвинчен вĕçсе тухса аслă пĕлÿ илнĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланса усăллă çын пулса ырă та пархатарлă ĕçсемпе палăрнă. Асли, Галина, 43 çул Çĕнĕ Шупашкарти чăх-чĕп фабрикинче тĕп зоотехникра тăрăшнă. Полина 40 çул ытла Шăмалак ачисене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентрĕ. Валерий, паян Чăваш кĕнеки издательствин ĕç-хĕлне хамăр патăмăрта кăна мар, ют çĕршыв шайĕнче чапа кăлараканскер, шкул ачи чухне район хаçачĕпе туслă çыхăну тытнă. Мускаври чи паллă аслă шкулта — М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ăста журналист, доцент Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Пысăк ăсталăхшăн панă наградăсем йышлă унăн.

Ираида 41 çул ялти культурăна аталантарнă çĕрте пысăк тÿпе хывнă. Çамрăк библиотекарь тăван яла ĕçлеме килнĕ чухне клуб кивĕ çуртра вырнаçнă. — Ĕçе йĕркелесе яма атте нумай пулăшрĕ. Каярахпа та библиотекăна килсен ырă-ырă канашсем нумай паратчĕ, — аса илет вăл.

Евгения та учитель профессине алла илнĕ. Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ачисене пĕлÿ панă. Кĕçĕнни, Валентина, Астрахань хулинче пурăнать. ЧПУн математика факультетĕнчен вĕренсе тухса Женя аппăшĕ пекех математик профессине алла илнĕ. Комиссаровсен педагог династийĕ 200 çула яхăн. 14 мăнукĕнчен тăваттăшĕ педагог профессине суйласа илни те ахаль мар: аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн ĕçне малалла тăсни хавхалантарнă ватăсене.

— Пире атте нихăçан та кăшкăрса курман. Çав вăхăтрах çирĕп тытнă. Общество ĕçĕсем нумай пулнăран аттен килте ларма вăхăчĕ те пулман. Тăтăшах çыратчĕ, вулатчĕ, — ăшă сăмахсем каласа пĕтереймеççĕ ачисем ун çинчен.

Ырă йывăç ырă çимĕç парать тенĕрен, хĕрĕсемпе ывăлĕ самана таппинчен юлмаççĕ: яланах халăх хушшинче пархатарлă ĕçпе палăраççĕ, пĕр çăварта пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн сумлă ĕçне малалла тăсса вĕсем те ял çинче тарăн йĕр хăвараççĕ…

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code